21 мая 2014 г.
Май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх пукане театрĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕ "Çамрăксен хаçачĕ", "Тантăш" хаçатсемпе, "Самант", "Тетте" журналсемпе тачă çыхăну тытакан республикăри çамрăк корреспондентсен I слетне ирттерчĕ. Паллах, ку таранччен малтанхи вăхăтсенче кун пек слетсем иртнĕ, анчах юлашки тапхăрта çакă пăрахăçа тухнă. Çак ырă пулăма чĕртсе тăратни чуна савăнтарать. "Тантăш" хаçат юлашки виçĕ номертех слет делегачĕсен списокне пичетлерĕ. Пирĕн районтан Штанаш шкулĕнчен çичĕ ача (Г.В.Зотован тỹпи пысăк), Мăн Этмен шкулĕнчен пĕр ача, Çĕн Атикасси шкулĕнчен виçĕ вĕренекен, Хусанушкăнь шкулĕнчен пĕр çамрăк слета кайма йыхрав илчĕç. Пуканесен театрĕнче юмахсенчи тĕрлĕ персонажсем кĕтсе илни çамрăк корреспондентсене çĕклентерчĕ. Вĕсем ачасене сăвă калаттарчĕç, юрлаттарчĕç, ташлаттарчĕç. Нумайăшĕ çак персонажсемпе асăнмалăх сăн ỹкерттерме васкарĕ. Слета Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редактор А.Леонтьев уçрĕ. Вăл çамрăк çыравçăсене слета килнĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ, унтан хаçатсен кĕске кун-çулĕпе паллаштарчĕ, хастар юнкорсене Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ. Пирĕн районтан Штанаш шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентекен Г.Зотова Тав çырăвне тивĕçрĕ. Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ В.Андреева слета килме тивĕçлĕ пулнисене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Калаçакансенчен чи малтан Г.Зотована сăмах пачĕç. Галина Вячеславовна шкул ачисене тĕрлĕ темăпа хаçатсене çырма хавхалантарни çинчен, вĕсен ỹсĕмĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Хаçатсене материалсем ярса паракансем илемлĕ çырма пултарнине палăртрĕ, вĕсене малашне те хавхаланса ĕçлеме сĕнчĕ. "Самант" журналăн яваплă редакторĕ В.Степанов Культура çулталăкне халалланă "Тăван культура _ Раççей культурин чĕрĕ тĕпренчĕкĕ" викторина çĕнтерỹçисене палăртрĕ. Пирĕн районтан Штанаш шкулĕнчи Наталия Парикова тата Галина Зотова çĕнтерỹçĕ пулчĕç, Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Слета республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăк делегатсенчен чылайăшĕ тухса калаçрĕ. Унтан тĕрлĕ хаçат-журнал ĕçченĕсем уйрăм секцисенче ăсталăх урокĕсем кăтартрĕç, илемлĕ çырассине алла илме кирлĕ сĕнỹсем нумай пачĕç. Юлашкинчен слета пухăннисем пукане театрĕнчи артистсен спектакльне пăхса киленчĕç. Слет делегачĕсем килĕсене тата ытларах çырас кăмăлпа саланчĕç. Ачасен асĕнче çак пулăм ĕмĕрлĕхех юлĕ. С.ЯРУТКИНА, Хусанушкăнь шкулĕ.