АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти халăх музейĕ 35 çул тултарчĕ

21 мая 2014 г.

Районти халăх музейĕ 35 çул тултарчĕ

Майăн 16-мĕшĕнче районти В.Г.Толстов-Атнарский ячĕллĕ "Çын тата çут çанталăк" халăх музейне хăнасем йышлă пухăнчĕç. Музей 35 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ мероприятие район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, хĕрлĕчутайсен Шупашкарти "Чавал" ентешлĕх председателĕ Александр Самылкин, "Чăвашсетьгаз" УАО-н "Моргаушимежрайгаз" филиалĕн районти участокĕн ертỹçи Валерий Орлов, ветерансен юхăмĕн активисчĕсем, вĕрентекенсем, шкул ачисем пухăнчĕç. Малтанах музей ертỹçи Елена Чемалинова хăнасемпе музей залĕсем тăрăх экскурси ирттерчĕ. Музейра паянхи куна пилĕк пине яхăн экспонат упранать. Вĕсем пурте район пурнăçĕпĕ йăли-йĕркине, культурине, историне сăнлаççĕ. Музей ĕç-хĕлĕнче Валерьян Толстов-Атнарский учителĕн, тавра пĕлỹçĕн тỹпи çав тери пысăк. Çакна юбилей ячĕпе саламлама килнисем те палăртрĕç. Вĕсем музей ĕçченĕсене хăйсен ĕçне парăнса ĕçленĕшĕн тав турĕç, малашне те район историне упрас тĕлĕшре ăнăçу сунчĕç. Савăнăçлă самантра районăн культура еткерлĕхне упрас тата музей ĕçне аталантарас тĕлĕшре пысăк тỹпе хывнă çынсем наградăсене тивĕçрĕç. Николай Стафик, Васса Столярова, Геннадий Ухлинов район администрацийĕн Хисеп грамотине, Владимир Немешкин, Юрий Егоров, Валерий Орлов район пуçлăхĕн Тав çырăвне илме тивĕç пулчĕç. Мероприяти вĕçĕнче районти Ачасен пултарулăх шкулĕн вĕренекенĕсем тата Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем пухăннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ&¸. Майăн 18-мĕшĕнче музейра 18 сехетрен пуçласа 24 сехетчен "Музейсен каçĕ _ 2014" культура акцийĕ пулнă. Унăн программинче: "Ватлăхăн манăçнă кĕввисем" _ йăла-йĕрке патне таврăнни, "Каçхи вернисаж" экскурси, музейри ателье (наци тумĕсене тăхăнса сăн ỹкерттерме май пулнă), "Пуканесен вăйă карти" тата ытти мероприятисем. А.ЗАМУТКИНА.

¸

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика