АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял культурине - уйрăм тимлĕх

21 мая 2014 г.

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Канашĕн тата приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен тата демографи политикин Президент çумĕнчи Канашĕн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ. Ларура яллă территорисен аталанăвĕ пирки те сăмах пынă. "Яллă территорисенче хăйне евĕр йăла-йĕрке _ унта пирĕн нумай нациллĕ халăхăн хăйне евĕрлĕхĕ упранать", _ тенĕ Владимир Путин. Паян ялсене квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Çамрăксем яла килччĕр тесен вĕсене пурăнма çителĕклĕ условисем туса памалла. Чăваш Республикинче ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантарасси планпа пулса пырать. 2008-2013 çулсенче 159 культура çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Çакна валли республика бюджетĕнчен 107,7 млн тенкĕ уйăрнă. 159 клубран 84-шне çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. 2014 çулта ялти клубсенче юсав ĕçĕсем ирттерме бюджетра 22721,4 пин тенкĕ пăхса хунă. Çакă тата 27 клубра юсав ĕçĕсем ирттерме май парать. 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 750 муниципаллă культурăпа кану учрежденийĕ ĕçленĕ. Анчах та çĕнĕ клубсем тăвас ыйту çивĕч тăрать. Хăш-пĕр районсенче çĕнĕ клубсем тăвас ĕç халăх укçипе пурнăçланни те тĕл пулать. Муниципалитетсенче пурĕ 536 библиотека, 13 музей, 7 культурăпа кану паркĕ, 25 архив, хушма пĕлỹ паракан 46 шкул ĕçлет. 2014 çулхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне культура отраслĕнче тимлекенсен вăтам списокĕнче 6276 çын тăрать, вĕсенчен 1885-шĕ патшалăх учрежденийĕсенче тимлет, 4391-шĕ _ муниципаллă учрежденисенче. Е.РОДИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика