26 мая 2014 г.
(Вĕçĕ. Пуçл. иртнĕ номерсенче). Çав задание ăнăçлă пурнăçланăшăн Михаил Агафонов Çурçĕр Корейăн Ылтăн Çăлтăрне тивĕçнĕ. Гриша Рудикпа ыттисене орденпа хавхалантарнă. Совет авиацийĕн асĕсен çĕнтерỹллĕ вĕçевĕсем, разведчиксен ăнăçлă çар операцийĕсем тăшман тапăнăвне путлантарса хавшатнă. Çапла Кăнтăр Корея çарĕн çухату тỹснине йышăнма тивнĕ. Çурçĕр Корея ирĕке тухнă. Вăрçă вĕçленнĕ. Икĕ çул хушши, 1951-1953 çулсенче, Михаил Агафонов пурнăçпа вилĕм хушшинче çỹренĕ. Вилĕмĕ ăна вара хăйĕн кĕпинчен те çывăх пулнă. Чĕрĕ юлнă паттăрсем Тăван çĕр-шыва таврăнма хатĕрленнĕ. Китай Халăх Республикин ун чухнехи паллă политикăпа общество деятелĕ Мао Цзэдун пулăшуçи Михаил Агафоновпа Гриша Рудика йышăннă. Правительство хушăвĕпе Михаил Михайловича яппунсен ятлă пистолетне, Гришăна финка панă. Тата иккĕшне те костюмсем парнеленĕ. Çак парнесене вĕсене аманнă летчик, истребительсен полк командирĕн çумĕ, подполковник Китай правительствинчен хăйне çăлнă паттăрсене наградăлама ыйтнăран панă. Совет Союзне таврăнсан Михаил Агафонова Владивосток хули айккинче вырнаçнă Тинĕс çумĕнчи çар округĕн госпитальне хураççĕ. Уйăх хушши сипленнĕ хыççăн демобилизацилеççĕ. х х х Çĕр каçа тинкене илсе нушалантарнă аса илĕвĕсем ăс-пуçне ывăнтарчĕç. Сăпка ăшшиллĕ килĕнчи тỹшек-минтерĕ вара Корея çĕрĕ çинче вилĕмпе туслашса хытнă чунне çемçетрĕ. Михаил ир енне кăтăш пулнă. Мĕн вăхăт çывăрнă? Паллă мар. Унăн сехет çук. Салтак кун-йĕркине хăнăхнă организмĕ вăранчĕ. Тул çутăлман. Амăшĕ тахăш вăхăтра тăрса краççын лампи çутнă. Михаил тăрса хăпăл-хапăл тумланчĕ. Колхоз правленийĕн кантурне çитрĕ. Бригадир панă ирĕкпе вăкăр кỹлсе пычĕ. Апатлансан шăллĕпе колхоз вăрманне вутă хатĕрлеме тухса кайрĕç. Çăнăх тупса туянма çеç тертлĕ пулчĕ. Сăр леш енчи вырăс кỹршĕсем патне çитмесĕр те тупса илеймерĕ. Тепĕр уйăхран вăл Чутая Çăварни пасарне кайнăччĕ. Унта хăйсен ял хĕрне Надьăна тĕл пулчĕ. Кăмăлланă хĕре хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Пике хирĕçлемерĕ, килĕшрĕ. Михаил вĕренсе хăйĕн сывлăхне юрăхлă специальность илме палăртрĕ. Тавар туянакансен районти пĕрлĕхĕ (ун чухнехи председателĕ Федор Гаврилович Чернов) панă направленипе Шупашкара инструктор-ревизорсем хатĕрлекен пĕр çуллăх курса вĕренме кайрĕ. Курсăн итлекенĕ пулма экзамен тыса кĕме тиврĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр лару-тăрăва пула çичĕ класс йĕркеллĕ вĕçлейменскер экзаменра кăшт çеç начар паллă илеймерĕ... ...1939 çулта Мишеркассинчи тăватă класлă пуçламăш шкула пĕтернĕ Михаил. Унтан пĕлĕвне малалла ỹстерме шутлакан шăпăрлансем Хватукассине çỹренĕ. Тулли мар вăтам пĕлỹ илес тесе кĕркунне-çуркунне çырмасем урлă çỹресе пайтах нушаланнă. Юнашарти Шулю ялĕнче те ачасене çичĕ çул вĕрентнĕ. Пĕчĕк Миша 5-мĕш класа кỹршĕ яла çỹреме пуçлать. Çиччĕмĕш класа каймалла чух вăрçă пуçланать. Утаркасси ялне кĕр енне вăрçă вутĕнчен тарса тухнă çемьесем пырса кĕреççĕ. Фронт Мускав патне çывхарса пынă. Нимĕç çарне тытса чарма тылра хỹтĕленмелли канавсем чавма пуçланă. Авăн уйăхĕнче Утаркассинче оборона штабĕ уçăлнă. Ăна "Пятилетка" колхоз правленийĕн çуртне вырнаçтарнă. Кантур специалисчĕсем уйрăм çын килне куçнă. Сăр юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче бомба-снарядран хỹтĕленме çине çирĕп витнĕ çĕр пỹртсем, пулеметсенчен персе тăма ятарлă вырăнсем тума тытăннă. Çĕр пỹртсем çине вунă хут юман, ун çине вак чул витнĕ. Вак чулне Красный Яр ялĕ айĕнчен лашасемпе турттарнă. Ун чухне вун виçĕ çул çеç тултарнă пулин те, Михаил та лава çỹренĕ. Раштавăн шартлама сиввисенче хĕрсемпе арăмсем лум персе окопсем чавнă. Мишеркасси ялне оборона сооруженийĕсене тăвакан инженери çар подразделенийĕн саперĕсене вырнаçтарнă. Ял территорийĕнче комендант вăхăчĕ туса хунă. Яла кĕме тата каялла тухма пропуск кирлĕ пулнă. Шкулта пурĕ те икĕ вĕрентекен çеç юлнă _ К.В.Романовпа Беларуç çĕрĕнчен килнĕ çамрăк хĕр. Иккĕшĕ пĕр харăс яра куна çичĕ класс ачисемпе ĕçленĕ. Ачасене уроксенчен хăтарса хуçалăх ĕçĕсене явăçтарнă. Хутла вĕренсе пĕтерсен колхозра ĕçлеме пуçланă. Çулталăкра виççĕр кунран кая мар ĕç кунĕ тунă. Пĕрре те çăмăл пулман. Уйрăмах 1944 çулхи выçлăх хăрушă пулнă. Çĕр улми крахмалĕ, вĕлтĕренпе серте яшки пурнăç тыткăçисем шутланнă. Пулас салтак та выçăпа шыçăнма тапратнă. Юрать-ха, амăшĕ ĕне тытнă май вилĕмрен хăтăлса юлнă. Ашшĕ, Михаил Алексеевич, аллă тăххăрти колхозник, 1942 çулхи авăн уйăхĕнче анкартине çĕр улми кăларма тухсан ăнсăртран аптăраса ỹкнĕ. Çавăнтах шалкăм çапнипе çут тĕнчерен уйрăлнă. Пурăннă вăхăтра ашшĕ ачине çапла вĕрентнĕ: "Çын япалине ан ил, хăвăнне те ан çухат. Никама та ан çап, хăвна та çапса кỹрентерме ан пар. Эсĕ мана хывсан сана никам та çĕнеймĕ". Оборона штабĕ 1942 çулхи çуркунне Мишеркасси, Утаркасси, Шулю, Хватукасси ялĕсенчи 14-17 çулхи ачасене пĕрле пухса "Çамрăк боец" программипе курссем йĕркеленĕ, çар ретне тăма хатĕрленĕ. Курссенче вĕреннĕ тĕреклĕ çамрăксене штаб курьерĕ туса хунă. Ыттисене ФЗУ-сене вĕренме янă. Михаил та штаб членĕ пулса тăнă. Çара кайма повестка кĕтсе пурăннă. 1948 çулхи кăрлач уйăхĕнче повестка илсе салтак бушлатне чăннипех тăхăннă. Вăрçă вĕçленсен Михаил Агафонов "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале тивĕçнĕ. х х х Ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, тăрăшулăхĕ Михаила çулталăклăх курссене ăнăçлă пĕтерме пулăшнă. Ĕçлеме района таврăннă. Ĕç опытне пуянлатма Мускавра кооператив институчĕ çумĕнче уçăлнă сакăр уйăхлăх курссенче пулнă. Ятарлă вăтам пĕлỹ илме талпăннă. Куçăмсăр майпа Шупашкарти кооператив техникумне пĕтернĕ. Ялта тăван килĕнче пурăнса ĕçе Чутая хĕлле йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа çỹренĕ. Бактериллĕ пăшалăн сиенлĕ наркăмăшĕ манăçма паман. Район, республика тулашĕнчи сыватмăшсенче сипленнĕ. Парăнман. Ĕç вырăнĕпе нихăçан та иртĕхмен. Эрех-сăра ĕçмен, принциплă бухгалтер-ревизортан тĕлĕннĕ, ăна хакланă. Ят-сумĕ ỹснĕ. Вăрнар районĕнчи потребительсен пĕрлĕхне те янă ĕçлеме. Финанс дисциплинине пăсакансене тăрă шыв çине кăларнă. Ăна районта йăла комбинатне йĕркелеме хушнă. Шанăçа тỹрре кăларнă ĕçчене унăн пĕрремĕш директорне çирĕплетнĕ. Ун хыççăн колхозсем хушшинчи строительство управленийĕн пурлăх никĕсне çирĕплетессипе тимленĕ. Районти обществăлла апатлану йышне те вăхăтлăха ертсе пынă. Салари тавар туянакансен обществинче, Утаркассинче уçăлнă вăрман касакансен пунктĕнче, страхлакан патшалăх компанийĕнче ĕçлесе курнă. Çав хушăрах мĕн тĕрлĕ обществăлла тивĕçсене пурнăçламан-ши? Халăх контролĕн инспекторĕ, шалти ĕçсен штатра тăман сотрудникĕ, пуçламăш парти организацийĕн секретарĕ, стена хаçачĕн редакторĕ... Пур ĕçе те вырăнлă та курăмлă пурнăçланă. Нумай хисеп грамотисемпе тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. Чун тĕпĕнче çуралса канăçсăрлантарса пурăннă çивĕч ыйтăва татса парас тĕллевпе 1984 çулта, облаçри çар комиссариачĕ пулăшнипе, Мускава оборона министерствине (ун чухнехи министр _ Совет Союзĕн маршалĕ С.Соколов) тухса кайнă. Ăна министерствăн ятарлă яваплă комиссийĕ йышăннă, Н.Бурденко ячĕллĕ çар госпитальне тĕрĕсленме янă. Комисси Михаил Агафонова вăрçă участникĕсемпе танлаштарма йышăннă. Хальхи вăхăтра вăрçăпа ĕç ветеранĕ хăйĕн хваттерĕнче пĕчченех пурăнать. Амăшĕ, Анаталия Арсентьевна, 89 çула çитсен çĕре кĕнĕ. Хăйĕнчен пилĕк çул кĕçĕн Александр шăллĕ, гражданла авиаци летчикĕ, 76 çула çитсен Рязань хулинче вилнĕ. Юратнă мăшăрĕ Надежда Николаевна йывăр чире пула унран вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа икĕ çул çитнĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕнче Михаил Агафонов çуралнăранпа 87 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленет. Хутсене ĕненес пулсан, вăл 86 çул тултарать. Хăй çурални çинчен çапла каласа кăтартрĕ Михаил Михайлович: _ Ĕçчен çамрăк мăшăрсен, Михаил Алексеевичпа Анаталия Арсентьевнан, çемье телейĕ темшĕн алла пăхман. Çуратнă вун пĕр ачаран нихăшĕ те пурăнман. Темĕнле сăлтава пула пĕрин хыççăн тепри вилнĕ. Вун иккĕмĕш ача çуралсан ашшĕпе амăшĕ, православи тĕнне тытса пынă пулин те, çут тĕнчене килнĕ ывăлне пурăнма пил парас тесе çапла тунă: çĕнĕ тĕпренчĕке виçĕ хутчен чỹречерен кăларса пỹрте каялла алăкпа кĕртнĕ те никама кăтартмасăр çулталăк пытарса усранă. Çавăн хыççăн çеç, 86 çул каялла, Пантьăк чиркĕвĕнче тĕне кĕртнĕ. Михаил архангела чысласа унăн ятне панă. Хыççăн Мишеркасси ял Канашĕн ĕç тăвакан комитетĕнче ятне çыртарнă. Хăйне сар хĕвел ăшшипе аталанма, паллă мар вăрçă вучĕ витĕр чĕррĕн тухма мĕн пулăшнинчен тĕлĕнме халĕ те пăрахаймасть. Çăмăл мар сакăр вун çичĕ çула çывхаракан ватăна. Кун-çул вĕçне утса тухма юнашар Надя мăшăрĕ çукки хурлантарать. Кăнтăр Корея çĕрĕ çине ĕмĕрлĕхе выртса юлнă, хыпарсăр çухалнă юлташĕсен уçă сăнĕсем куç умĕнчен каймаççĕ. Уйрăмах вĕсен паттăрлăхĕ çинчен никам та пĕлменни вĕçĕмсĕр канăçсăрлантарса кăмăлне авать. Пĕрле Раççее чĕрĕ те сывă таврăннă тусĕсемпе çыхăну татăлнă. Мускав хулин Егоров хушаматлă йĕкĕчĕ автомашинăсен заводне ĕçе вырнаçтарма, йăмăкĕпе паллаштарма пулнăччĕ. Вăл тем пек ỹкĕтлесен те килĕшмерĕ Михаил. Час-часах Гриша Рудик украинец аса килет. "Санпа темĕнле задание кайма та шанчăклă", _ тетчĕ Гриша тусĕ. Вăл каланă сăмахсем халĕ те асран тухмаççĕ, чун-чĕрине хавхалантарса ăшăтаççĕ.Темиçе çул каялла тусне Украинăра тухакан хаçатсем урлă шыраттарса та пăхрĕ. Кăлăхах. Хурав илеймерĕ. Темле пулсан та пуçне усмасть салтак. Кăмăл çирĕплĕхне пулăшма ирсерен хăй хатĕрленĕ спорт площадкине тухса тахçан ятарласа вĕрентнĕ кĕрешỹ мелĕсене аса илет. Халăх медицинин сĕнĕвĕсене ăса хывса, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса малалла утать. Лев МЕДВЕДЕВ.