АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă çул хĕрринчи суту-илỹ иккĕленỹллĕ

26 мая 2014 г.

Шĕшкĕ çеçкеленме пуçланă тата хурăн çулçăланнă вăхăт _ йывăç лартмалли чи лайăх тапхăр тенĕ те ваттисем, тĕмсем пирки сăмах пуçарса кăшт кая юлтăм пулĕ. Çапах малашлăхра шута илме пултăр. Йывăç-тĕме кĕркунне те лартаççĕ вĕт, тепĕр çул та. Çакă питĕ кăткăс та яваплă ĕç пулнине эп каламасăрах ял çынни лайăх пĕлет. Тутлă та йышлă пан улмиллĕ пулас тесен хунавне тĕрĕс суйламалла. Нумай чухне вара вĕçĕмсĕр васкакан хресчен сутуçă мĕн каланине итлесех укçине кăларса хурать. Çав тĕм мĕнпе савăнтарассине вара кайран тин пĕлĕпĕр. Кунта савăнтарассине кавычкăна илсен те юрать. Чăннипе, мĕн ỹссе ларасси ик телейлĕ. Мĕн шантарни пулсан аванччĕ те. Хăшĕ-пĕрин хунав типсе ларать е пач урăх йывăçа "çаврăнать". _ "Брянская красавица" тесе çырнă-ха кунта. Мĕн "чиперкки" пултăр кунтан? Хунавне пăхсах ыррине кĕтмелли марри паллă, _ шухăшне пĕлтерет патшалăхăн аслă инспекторĕ Валентина Никитина трасса хĕрринче сутакан тĕмсене тĕрĕсленĕ май. _ Акă туни аманни куç умĕнче, унăн хуппи сĕвĕнсе ỹкнĕ. Паллă ĕнтĕ, кунтан нимле "чиперкке" те аталанаймĕ. Тымарĕ те, авă, типме пуçланă. Сутуçă вĕсене юнашар регионтан илсе килнĕ тесе ĕнентерет те, пахалăх тата карантин сертификачĕ ыйтать инспектор. Çук! Хунав чирлĕ маррине тата сортне çирĕплетекен документсемпе кăсăкланатпăр. Кусем те çук! Этикеткисем тăрăх та нимĕн те пĕлеймĕн. Унта вара тĕме ỹстернĕ адрес та, хуçалăхпа çыхăнмалли телефон номерĕсем те, тĕплĕ ытти информаци пулмалла. Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртни те пĕлтерĕшлĕ кунта. Анчах сутуçă ку енпе те хурав тупаймасть. Çапах машинăсем чарăнаççĕ, сутлăх пырать. Тĕмсем çинчи сăн ỹкерчĕксем кăчăк туртаççĕ тейĕн. Мĕнех калăн, хакĕсем те илĕртеççĕ çав! Ятарлă питомникринчен 2-3 хутчен йỹнĕрех. Инспекторсем каласа панă тăрăх, шăпах çул хĕрринче, пасар çывăхĕнче сутакансене ятарлă документсем пулманран административлă майпа явап тыттарма тивет. Хăшне-пĕрне вара темиçе хут та: штраф виçи пысăках мар та çав. Документсăр тĕмпе вара сад-пахчана кĕтмен хăнасем те килсе кĕме пултараççĕ. Акă иртнĕ уйăхра пан улми, черешня, груша тата кĕл чечек тĕммисене лабораторире тĕпченĕ. Пан улми тымарĕ çинчи тăпра сывă марри çиеле тухнă _ унпа çĕр улмин ылтăн нематоди "явăçса" тухнă. Тĕм лартнă лаптăкри çĕре лабораторие ăсатнă. Çав вырăн асăннă карантин объекчĕпе пуян пулни çирĕпленнĕ çеç. Пĕлтĕр 1000 ытла тĕм-хунава тĕрĕсленĕ. Пур çĕрте те тенĕ пекех çитменлĕхсем тупса палăртнă. Кăçал та çак енпе тимлĕхе çухатман. Управлени ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ _ ютран килекен чир-чĕр, хурт-кăпшанкă çулне пỹлесси, республикăра сарăлма чарасси-çке. Çапах çынсен хăйсен те вичкĕн куçлă пулмалла. Тымар сахалрах сиенленнин вăй илсе каяс шанăç пысăкрах теççĕ специалистсем. Типсе кайнинчен пăрăнăр, унăн нỹрĕрех пулмалла. Тавара нимĕнпе те чĕркемесĕр çĕр çинче вырттарни те япăх. Тымарне йĕпе михĕпе витнĕ хунав чĕрĕлсе каймалла, мĕншĕн тесен тымар тытăмĕн хỹтĕлев çук. Сăмахран, тунине тата турачĕсене хуппи типме памасть. Тымарĕ типĕ тата çил çинче нумай вăхăт выртнă-тăк вăл вилнĕ тесен те юрать. Хуппине сăнăр: пĕркеленчĕклĕ пулсан, эппин ăна тахçанах чавса кăларнă, эппин типме те ĕлкĕрнĕ вăл. _ Ятарлă питомниксенче улталамаççех, _ ĕнентерет Валентина Владимировна.

Надежда ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика