АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Выльăхсене мĕн пĕчĕкрен юратрăм"

26 мая 2014 г.

Çапла калать Иккĕмĕш Хурашашра пурăнакан Римма Федоровна Давыдова, хăйĕнчен мĕншĕн выльăх тухтăрĕн профессине суйласа илни çинчен ыйтсан. Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ял тăрăхне кĕрекен Экумушкăнь ялĕнче кун çути курнă хĕр Мăн Явăш шкулĕнче 8 çул вĕренсе тухнă хыççăн вуннăмĕшне Хучаш шкулĕнче 1972-мĕш çулта пĕтерсе алла аттестат илнĕ. Пĕр çул ялти сысна ферминче тăрăшать, унтан Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕрет, пилĕк çул вĕренсе алла диплом илнĕ хыççăн тăван ялнех таврăнать, Мăн Явăшра çулталăк хушши ветеринарта тăрăшать. _ Пĕррехинче урам тăрăх столовăйне васкаттăм, ман ума "Урал" мотоцикл пырса чарăнчĕ: "Айта лартса каятăп" _ тет. Пăххалле, палламан-туман каччă мана ларма сĕнет: "Лармастăп", _ тесе столовăйне кĕрсе тартăм. Анатолий Николаевич вăл вăхăтра кỹршĕ районти "Марксист" колхозра зоотехникра тăрăшнă. Хурашашри 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1969-1970 çулсенче Штанашри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн тỹрех Мускаври ветеринари академине вĕренме кĕнĕ. "Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Штанашри вăтам шкул коллективĕ ĕçе пĕлсе вăй хуратчĕ, шкул тарăн пĕлỹ паратчĕ. Пирĕн вăхăтра тăрăшса вĕренекенсем Хусана, Мускава тата Горькине вĕренме кĕретчĕç. ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсемпе мар, тỹррĕн экзамен тытса", _ аса илет вăл. Унăн пиччĕшĕ те кунтах вĕреннĕ. "Товароведение пушно-мехового сырья" специальноçпе пĕр çул хушши Мускавра вăй хурать, унтан ашшĕ вилсен яла амăш патне таврăнать. Анатолий Николаевичăн аппăшĕ Мăн Явăшра пурăннă, шăллĕ аппăшĕ патне мотоциклпа час-часах пулăшкалама пырса çỹренĕ. Хитре хĕре курни пирки аппăшне каласа парать, лешĕ ăна: "Хĕр кунта ветеринарта ĕçлет", _ тесен савăнсах каять. _ Мотоцикла юсарăм, ĕç хыççăн каллех аппасен ялне кайрăм, _ кулса аса илет çамрăклăха вăл. Хĕр пурăнакан хваттер алăкĕ умĕнче каçхи хурал çỹремелли хăма тăрать. _ Мĕншĕн каçхи хурал тăмастăр, сире паянах пиччене штрафлама хушатăп! _ тесе хĕр патне кĕрсе кайрăм. (Манăн пичче шăпах вут-çулăмпа кĕрешекенре ĕçлетчĕ). _ Халех тухатăп! _ хĕр васкасах тумлана пуçларĕ. ... Çапла хĕрпе каччă паллашаççĕ, пĕр-пĕрне килĕштерсе Çĕнĕ çулта пĕр çемье çавăраççĕ, Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче пурăнма пуçлаççĕ. Анатолийĕн ял хуçалăх академийĕнче куçăмлă мар мелпе вĕренсе алла зоотехник дипломне илме тивет. Анатолий Николаевич Давыдов малтанах "Марксист" колхозра пĕр çул зоотехникра ĕçлет, унтан 15 çул хушши Ленин ячĕллĕ колхозра тĕп зоотехникра, кайран 1992 çулта "Свобода" колхозра вăй хурать. 6 çул хушши харпăр хăй уçнă предприятире тăрăшать, хыççăн вунă çула яхăн "Победа" колхоз ертỹçинче вăй хурать, кайран, 2007-мĕш çулччен, "Асамат" предприятире колхоз председателĕн çумĕнче ĕçлет. 2013 çулта "Асамат" панкрута тухрĕ, колхоза кĕнĕ ялсенче халĕ шăплăх хуçаланать, уй-хирĕсенче сапарпи, хупах-пиçен ашкăрать... 2013 çулта Анатолий Николаевич тивĕçлĕ канăва тухать, унăн мăшăрĕ те пенсире. Мăшăр виçĕ ача çуратса ỹстернĕ: Ирина Шупашкарти пĕр шкулта ачасене ют чĕлхесене вĕрентет, Марина Канашри медучилище пĕтернĕ, Мускавра пурăнать, Петя механикăпа технологи техникумĕнче професси илнĕ, Шупашкарта ĕçлет. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. "Асамат" предприяти панкрута тухсан çемье ĕçсĕр тăрса юлать. Канашланă хыççăн вĕсем уйрăм предприяти уçма шутлаççĕ. Конкурса хутшăнса грант çĕнсе илеççĕ, предприяти уçма май килет. Халĕ Давыдовсем çынсен хуçалăхĕсенчи ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерме пулăшаççĕ. _ Ватăсене ĕнисене чуптарма илсе кайма çăмăлах мар, унсăр пуçне вăкăрсем урлă чир ерме пултарать, ăру пахалăхĕ çук. Искуственнăй майпа ĕнене пĕтĕлентернĕ хыççăн çынсем пăру пысăкрах виçепе çурални пирки пĕлтереççĕ, _ тет çемье пуçлăхĕ. Римма Федоровна хăй ĕçне пĕлсе тăвать. Çемье выльăх-чĕрлĕх чылай усрать: темиçе ĕнепе пăру, сысна, сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп, кролик та пур кил картишĕнче. Кроликсене ытларах кил хуçи пăхма юратать. Кролик вăл ачаш чĕр чун, ăна пăхса тасатсах тăмалла, кунĕпех çитермелле-ĕçтермелле. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ кролик усрать, мĕншĕн тесен ăна пăхма ỹркенмесен, ăнăçсан хĕлĕпех çемçе аш çиме пулать. Давыдовсем хаçат-журналпа та туслă, "Пирĕн пурнăç" хаçата яланах савăнса вулаççĕ.

Г.ЗОТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика