26 мая 2014 г.
Тĕп хуламăрта майăн 19-24-мĕшĕсенче халăхсем хушшинчи VII кинофестиваль иртрĕ. Унăн Президенчĕ _ паллă режиссер, РФ халăх артисчĕ Карен Шахназаров. Пĕрремĕш хут кинофестиваль 2008 çулта пулнă, ун чухне Шупашкара чикĕ леш енчи актерсемпе кинорежиссерсем килнĕ. 2009 çулта Чăваш Республикин ертỹлĕхĕ культура министерстви ырланипе ăна Шупашкарти кинофестиваль тесе йышăннă. Ултă çул хушшинче кинофорум патне киноведсен, режиссерсен тата актерсен интересĕ ỹснĕ, ăна вун-вун çын çитсе курнă. Тĕрлĕ çулсенче кинофестивале Эльдар Рязанов, Ирина Муравьева, Михаил Ефремов, Лидия Федосеева-Шукшина, Борис Грачевский, Григорий Гладков, Лиза Боярская, Дмитрий Харатьян тата ытти актерсемпе режиссерсем хутшăннă. Кăçалхи кинофестиваль программинче 50 ытла тĕрлĕ мероприятипе акци: кинокуравсем, пултарулăх тĕл пулăвĕсем, ача-пăча программисем, çавра сĕтелсем тата пресс-конференцисем. Майăн 21-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кинофестиваль Президенчĕпе, "Мосфильм" киноконцернăн тĕп директорĕпе Карен Шахназаровпа тĕл пулнă. Михаил Игнатьев паллă режиссера Чăваш Ене килме вăхăт тупнăшăн тав тунă, фестиваль вăхăтĕнче фильмсене çынсем кăмăлпах пăхнине пĕлтернĕ. Карен Шахназаров йăлана кĕнĕ фестиваль çỹллĕ шайра иртнине, Шупашкара паллă кинематографист Глеб Панфилов, СССР халăх артистки Инна Чурикова килни культура мероприятийĕн сумне хăпартнине пĕлтернĕ. Сăмах май, фестиваль вăхăтĕнче пирĕн района та РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ, театрпа кинора 40 çул ытла вăй хуракан Сергей Фетисов килчĕ. Сергей Васильевич тĕл пулура хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, кинофестивале пиллĕкмĕш хут хутшăннине пĕлтерчĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн акт залĕнче пухăннисене хăй вылянă "Иуда", "Георг", "Ермак", "Ванька Грозный" кинофильмсенчи кадрсене, сыпăксене экран çинче кăтартрĕ. Тĕл пулу вĕçĕнче вăл вăрçăра пулнă амăшĕ çинчен монолог вуласа пачĕ. Паллă актера хĕрлĕчутайсем парнесĕр ямарĕç, райадминистрацин культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пай начальникĕ Александр Самсонов ăна "Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕ" кĕнеке тата Тав çырăвĕ парса чысларĕ.
А.ЗАМУТКИНА.