26 мая 2014 г.
Майăн 22-мĕшĕнче районта çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисем савăнăçлă лару-тăрура хупăннă. Тăватă кун хушши пынă çивĕч ăмăртусенче палăрнисене грамотăсем тата укçа парса чысланă. Вăйăсене пурĕ 13 команда хутшăннă. "Зарница" вăйăра тăхăр команда тупăшнă. Пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадечĕсемпе Çĕн Атикасси шкулĕн çамрăк армеецĕсем пайланă. Иккĕмĕш вырăна хусанушкăньсем тухнă, виççĕмĕшне _ мăнэтменсем. "Орленок" вăййа хутшăннă тăватă команда хушшинче каллех çĕнатикассисене çитекенни пулман. Иккĕмĕш вырăнта _ мăнэтменсем, виççĕмĕшĕнче _ питĕркассисем. Район шайĕнче палăрнă çамрăк армеецсем республикăри вăйăсене хутшăнĕç. Виçĕ куна пынă тĕрĕслев ачасемшĕн пурнăç урокĕ пулнине, спортпа пиçĕхсе ỹсни арçын ачасене малашне çар ретне тăрсан пулăшса пырассине палăртмалла. Унсăр пуçне ушкăнпа пухăнса калаçни, конкурссене хутшăнни, тĕрлĕ чăрмавсене пĕрле çĕнтерни, çĕнĕ туссемпе паллашни ĕмĕрлĕх асра юлать, çĕнĕ çитĕнỹсем тума пулăшать. А.КАРПОВА.