26 мая 2014 г.
Юлашки пилĕк çул хушшинче Чăваш Республикинче пушарсен тата вут-çулăмра вилекенсен шучĕ чакнине палăртмалла. Анчах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест _ пушарсем çав-çавах пулаççĕ. Кăçалхи майăн 20-мĕшĕ тĕлне республикăра 392 (районта _ 17) пушар пулнине регистрациленĕ, вĕсенче 50 çын вилнĕ (районта _ 4 çын), 52 çын суранланнă. Статистика кăтартăвĕсемпе пушарсен ытларах пайĕ (77 процент) çынсем пурăннă вырăнта (кил-çурт, общежитисем, кил карти) пулнă. Пушарсем чылай чухне çынсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран тухаççĕ. Электропралуксем юсавсăр пулнипе "хĕрлĕ автан" ташлама пуçлани _ пĕрремĕш вырăнта. Ỹсĕрле чĕлĕм туртса выртакансене пула та кил çурта вут-çулăм ярса илет _ республикăра çакăн пек 64 пушар тухнă. Чылай чухне туртаканни хăй те çунса вилет (республикăра _ 26 çын). Уйрăмах пушарта ачасем вилни чуна çỹçентерет. Кăçал республикăра вут-çулăмра пилĕк ача пурнăçĕ татăлнă. Ачасем шăрпăкпа вылянăран 12 пушар тухнă. Аслисем! Ачăрсене тимлĕхсĕр ан хăварăр, сăнасах тăрăр, шăрпăк таврашне пĕчĕккисем илеймен-тупайман çĕре пуçтарса хурăр. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре çанталăк шăрăх тăнăран пушар тухас хăрушлăх пысăк. Вăрман пушарĕсем уйрăмах 12 района сиен кỹме пултараççĕ, çав шутра Хĕрлĕ Чутай районне те. Аса илтеретпĕр: пирĕн республикăра май уйăхĕн 14-мĕшĕнчен вăрмана ирĕккĕн кĕрсе çỹреме чарнă. Хисеплĕ граждансем! Вут-çулăмпа асăрхануллă пулăр! Пушар хăрушсăрлăх правилисене ан пăсăр! Пушар тухсан шăнкăравламалли телефон _ 01. Сотовăй телефонсенчен 112 номерпе шăнкăравламалла.
"Чăваш Республикинчи пушара хирĕçле служба" хысна учрежденийĕ.