АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăла-йĕрке пурăнсан ял пĕтмест

26 мая 2014 г.

Тăван çĕр-шыва юратас туйăм кашни çын чĕринчех пурăнать. Çак ырă туйăм пысăк юхан шыв пекех. Юхан шыв та çăл куçран вăй илсе тапранать пулсан, этемĕн кун-çулĕ те çавăн пекех тăван кĕтесрен пуçланать. Тăван ял, тăван кил яланах хăй патне туртать, унта çеç чуна канлĕ, лăпкă. Çавăнпах пуль аякри ентешсем тăтăшах хăйсем çуралнă яла васкаççĕ. Кунта пĕтĕмпех çывăх, çыннисем те пурте тăван пекех, курса калаçас килет. Çакă уйрăмах ял уявĕсенче яр уççăн палăрать. Майăн 22-мĕшĕнче, Çветтуй Микулай кунĕнче, Ачкасси ял тăрăхне кĕрекен Калкасси, Ачкасси ялĕсем тата Серенкасси салинче пурăнакансем ял уявне паллă турĕç. Унччен ял уявĕсем ялсенче уйрăммăн иртнĕ пулсан, кăçалтан пĕрремĕш хут виçĕ ялта пурăнакансем П.В.Васюков ячĕллĕ парка пухăнчĕç. Ку вырăна ахальтен суйламан: икĕ ял хушшинче вырнаçнă хыр вăрманĕ ытарма çук хитре, пысăках мар уçланкă, культура мероприятийĕсем ирттерме ятарласа уйăрнă тейĕн. Юнашарах çăл куç тапса тăрать, шывĕ тăрă та сиплĕ. Халăхра çак вырăна "Савăн çырми" теççĕ. Чăнах та, савăнăçлă мероприятисем ирттерме йывăçсем лартса хăварнă теме пулать. Ял уявне Серенкассинчи Культура çурчĕн методисчĕ Ольга Иванова-Пономарева ертсе пычĕ. Программăна хор уçрĕ. Унтан юрă-ташă номерĕсем хушшинче нумай пурăнакансен, çемье çавăракансен, тин çуралнă пепкесен ячĕсем янăрарĕç. Вĕсен ячĕпе ял тăрăхĕнчи артистсем, "Артанас" фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Çавăн пекех ял старостисем Нина Мидушкина, Иван Степанов, Анатолий Тихонов, ял тăрăхĕн депутачĕ Мария Кошмаркина, ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçĕнче активлăх кăтартакан, ĕçрен хăраман хастар çынсем Нина Вазинкина, Зоя Мидушкина, Галина Ямброськина, Лариса Иванова, Лилия Чеченешкина тата ыттисем Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Игорь Герасимовран Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Пирĕн тăрăхри çынсемшĕн Çĕрпỹ районĕнчи Булдеевск ял тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем _ "Акташ" фольклор ушкăнĕ _ пысăк парне вырăннех пулчĕç. Чăвашсен вырăнти юрри-ташшине юратакан ăстасем кăçал Мусквари чăвашсен "Акатуйне" кайма тивĕçлĕ пулнă. Ял уявĕнче вĕсем халăха самай савăнтарчĕç, вашават кĕтсе илнĕшĕн тав турĕç. Çав хушăрах ватти-вĕтти лотерея вылявне те хутшăнчĕ. Уяв йĕркелекенсем мероприятие тăрăшсах хатĕрленни кашни утăмрах сисĕнчĕ, концерт тĕлĕшĕнче те, пухăннă халăх валли канма, савăнма тивĕçлĕ условисем хатĕрленинче те. Уява пухăннисем валли лавккасем ĕçлерĕç, ача-пăча пылак çимĕç тата тĕрлĕ теттесем сутакан палаткăсем патĕнче тăрмашрĕ. Вĕсем спорт ăмăртăвĕсенче те хастар пулчĕç. Парк уçланкинче халăх саксем çине ларма, кунтах алă çума, шыв ĕçме, çỹп-çапа ятарлă контейнера пăрахма пултарчĕ. Концерт хыççăн пурте апат-çимĕçпе тулли сĕтел патне туртăнчĕç. Вучах çинче хуранпа пĕçернĕ пулă яшки, шашлăк шăрши сăмсана кăтăкларĕ, ыхрутирен хатĕрленĕ кукăль нумайăшне астарчĕ. Пурте кăмăлпа апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Кĕскен каласан, мероприяти çỹллĕ шайра иртрĕ. Уява салампа килнĕ хăнасем те ачкассисен парк уçланкине "иккĕмĕш "Чавал" тесе хакларĕç. Çак шухăшпа нумайăшĕ килĕшрĕ, малашне кашни çуллахи Микун кунĕнче çак вырăнта уяв ирттерме калаçса татăлчĕç. А.ДМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика