26 мая 2014 г.
Республикăри пекех майăн 21-мĕшĕнче районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май района ЧР Патшалăх техника асăрхав инспекцийĕн начальникĕ, республикăн тĕп инженер инспекторĕ Владимир Димитриев ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ. Вăл тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Тралькасси ял тăрăхне çитсе тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, информаци кунĕн темисене уçса пама тăрăшрĕ. Владимир Павлович пухăннисене Чăваш Республикин 2014 çулхи 1-мĕш кварталти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. 1-мĕш квартал промышленность производствин калăпăшĕсем (104,0 процент) ỹснипе палăрнă. Уйрăмах строительство тĕлĕшĕнче çуртсем хута ярасси, тавара ваккăн сутассин çаврăнăшĕ, халăха тỹлевлĕ пулăшусем кỹресси ỹснĕ. Информаци кунĕнче чи хĕрỹ ыйтусенчен пĕри ял хуçалăх продукцийĕн, уйрăмах сĕт хакĕ, чакни пирки пулчĕ. Паянхи куна тралькассисенчен сĕте 13 тенкĕпе пуçтараççĕ. Актуаллă ыйтăва çивĕч сỹтсе яврĕç, хак чакнин сăлтавĕсене шырарĕç. Çавăн пекех çул сарасси пирки те ыйту пулчĕ. Тралькасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Елена Лаврентьева çитес вăхăтра Турхан ялĕ патĕнчи çула (220 метр) вак чул сарасси пирки пĕлтерчĕ. Çапах та ял çыннисем кунпах килĕшмеççĕ: "Лавкка патне çитиех сарса çитернĕ пулсан лайăхчĕ", _ теççĕ. Владимир Павлович Димитриев темăсене малалла тишкернĕ май 2014 çулта ачасен сывлăхĕпе канăвне йĕркелекен организацисен реестрĕнче малтанхинчен 48 лагерь нумайрах пулнине пĕлтерчĕ. Кăçал лагерьсенчи канупа тата ĕçпе республикăри мĕн пур шкул ачи шучĕн 81,2 процентне çавăрса илесшĕн. çул çитмен 16100 çамрăка вăхăтлăх ĕçе явăçтарма палăртаççĕ. Районти ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелес ыйтăва Александр Башкиров уçăмлатрĕ, çуллахи тапхăрта лагерьсенче канма ачасем валли пĕтĕмпе 90 путевка уйăрнине палăртрĕ. Сакăр путевка хальлĕхе хуçисене тупманнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех иртнĕ çулсенче лагерьсенче канса курнисем унти условисемпе кăмăллă пулнине аса илчĕ. 2013 çул кăтартăвĕсемпе çĕр-шывра чи лайăххи тесе палăртнă РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн çитĕнĕвĕсем пирки районти пенси уйрăмĕн начальникĕ Алина Ежеева каласа пачĕ, ял хуçалăх отраслĕнче нумай çул тăрăшакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Информаци ушкăнĕ çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерессине, ĕç ресурсĕсемпе ăнăçлă усă курассине, ачасен интернетпа усă курмалли хăрушсăрлăх правилисемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕ. Сăмах май, çỹлерех палăртнă темăсене районти ытти ял тăрăхĕсенче те тишкернĕ. 10 информаци ушкăнĕ ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. А.ЗАМУТКИНА.