АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кĕнеке презентацийĕ

28 мая 2014 г.

2014 çулхи май уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче "Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнекен презентацийĕ пулчĕ. Николай Плотников "Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнекен презентацине пирĕн районтан Штанашри тата Хусанушкăнчи шкулсен вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсене йыхравларĕ. "Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнеке çинчен ăна пухса кăлараканĕ Николай Плотников каласа кăтартрĕ. Вăл кĕнекене Чăваш халăх сайчĕ (Николай Плотников _ Чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ) 2011-2012 çулсенче ирттернĕ фантастикăллă хайлавсен литература ăмăртăвне хутшăннă шкул ачисемпе çамрăксен тата вĕрентекенсен сăвă-калавĕсем кĕнине хавхаланса палăртрĕ. Унтан Алина Сосаева редактор, вĕренекенсем, вĕрентекенсем тухса калаçрĕç. Николай Плотников кашни автора тин çеç тухнă вĕр çĕнĕ кĕнеке парнелерĕ. 2008 çултанпа чăваш ачисемпе вĕрентекенĕсем хушшинчи литература ăмăртăвĕсене Chuvash.org пĕрлĕх ирттерет. Маларах "Асамлăх çулĕ" (2010 çул), "Урхамахсем тăраç тапăртатса..." литература ăмăртăвĕсене хутшăннă хайлавсем пичетленчĕç. "Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" кĕнекене вара 2011 çулхи "Ĕмĕтсен çăл куçĕ" тата 2012 çулхи "Ăраскал çăлтăрĕ" конкурссене ярса панă пултарулăх ĕçĕсем кĕнĕ, пурĕ 95 хайлав, 302 страница. Кĕнекене Штанашри тĕп шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Галина Вячеславовна пултаруллă ертсе пынипе Елена Еремееван "Çăл куç", Виталий Савельевăн "Чутах акула пулса тăраттăм", Роксана Хромован "Шыв туррине ирĕке кăлартăм", Диана Майорован "Хăнара", Кристина Кассирован "Хитре кĕпе çĕлерĕм", Наталия Соловьеван "Лантăш шыраса çăлтăрсем патне çитрĕм", Екатерина Ильинан "Тỹпене вĕçсе куртăм" хайлавĕсем кĕнĕ. Унсăр пуçне асăннă кĕнекере çак шкулта вĕренекен ачасен _ Олеся Иванован, Вера Устинован, Анастасия Осипован _ ỹкерчĕкĕсем те тивĕçлĕ вырăн тупнă. Галина Зотован вара кĕнекере виçĕ хайлавĕ пичетленнĕ: "Çутă çăл куç", "Телей уççи шыраса", "Çăлтăртан хĕр пулса тăчĕ". Кĕнекере Хусанушкăнь тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Светлана Вячеславовна Яруткина ертсе пынипе Марина Токшикован "Чи çутă çăлтăр" тата Наталия Дмитриеван "Çăлтăрсен чĕрĕлĕвĕ" фантастикăллă хайлавĕсем пичетленнĕ. Светлана Яруткинан çĕнĕ кĕнекене икĕ хайлавĕ кĕнĕ: "Паттăр Некей" тата "Сăпайпипе Чăнпатыр". Юрă-ташăпа вара Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи "Çавал" эстрадăпа фольклор ансамблĕ кăмăла çĕклерĕ тата савăнтарчĕ. Ачасен пултарулăх анинче илемлĕх тĕнчи аталансах пытăр.

С.ВЯЧЕСЛАВОВА, Хусанушкăнь шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика