28 мая 2014 г.
Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине хатĕрленсе чи малтанах çакăнта йĕрке тумалла пулĕ. Тахçанах пулманччĕ эпĕ кунта. Ытларах машинăпа çỹретпĕр мар-и? Нумаях пулмасть вара Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă Çĕнтерỹ паркĕ витĕр тухма тỹр килчĕ. Тĕрĕссипе, çак вырăна "парк" теме чĕлхе те çаврăнмасть. Вĕлтĕренпе хупах-пиçен таврашĕ пусса илнĕ чăтлăхра кайăксемшĕн кăна ырлăх пулĕ. Çынсем кунта ытлашши курăнсах кайманран-ши, "кĕмĕл саслă юрăç шăпчăксем каçăхса кайсах юрлаççĕ", чĕпписене тăрантарма хурт-кăпшанкă хыпнă шăнкăрчсем вĕллисем патне васканă май туратсем çине лара-лара канаççĕ. Тата курак-чанасем кранклатаççĕ. Инçе çула кĕскетсе çак "парк" витĕр Çĕнĕ центртан Кивĕ центра анакансем е каялла хăпаракансем тухаççĕ. Вĕсем мар пулсан, кунта этем ури йĕрри те пулас çук. Мĕн кăсăкли пултăр ĕнтĕ çак вырăнта. Парк тени çапла пулмалла мар та ĕнтĕ... Темиçе çул каялла кунта, йĕрке тăвас шутпах пуль, чылай йывăçа каса-каса пăрахрĕç. Халĕ каллех пур çĕрлĕ çĕнĕ хунав шăтса тухнă. Пысăкрах йывăçĕсем вара, хăрса ларнăскерсем, ытла та тискеррĕн курăнса лараççĕ. "Ак ку хурăнĕнчен, ỹркенмесен, самай вутă тухмалла та", _ терĕ пĕр пĕлĕшĕм "паркри" хăрнă тем пысăкăш хурăна курсан. Районти йĕркелỹ комитечĕ Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине хатĕрленсе мĕн-мĕн тумалли пирки сĕнỹсем йышăнни пирки пĕлтернĕччĕ. Ман шутпа, чи малтанах Çĕнтерỹ ячĕпе чысланса тăракан çак паркра йĕрке тумалла. Кунта уçăлса çỹреме, канма кăмăллă пултăр. Парка Аслă Çĕнтерĕве халаллани те тỹрех сисĕнтĕр. Унсăрăн ку тăрăха питех пĕлмен çын çак чăтлăх Çĕнтерỹ паркĕ пулнине тавçăрса та илеймĕ. Ара, Ленин урамĕ енчи хапхи ытла та тăлăххăн курăнса ларать, ун çине тахçан ку алăкпа ăçта кĕмеллине çырнăччĕ, халĕ вăл та "çухалнă". "Паркран" инçех те мар çĕнĕ çуртсем купалама пуçларĕç. Кунта хăтлă та илемлĕ пурăнмалли квартал пулать теççĕ. Халĕччен Хĕрлĕ Чутай салинче пурăннă тата çитес вăхăтра кунта куçма хатĕрленекенсем валли Çĕнтерỹ паркĕ чăннипех хăтлă кану вырăнĕ пуласса шанас килет. Пĕтĕм район çыннисемшĕн вара вăл Аслă Отечественнăй вăрçă, Çĕнтерỹ çинчен калакан сăваплă асăну вырăнĕ пултăр.
Алина ИТТИ.