АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп ыйтатчĕ…

28 мая 2014 г.

Район администрацийĕн культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пай начальникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Самсонов пуçарнипе районти "Ташша яра пар" фестиваль-конкурс кăçалхипе виççĕмĕш хут пулать. Фестивале Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ А.Д.Мокина халалласа ирттереççĕ. Çавна май эпĕ Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн методисчĕпе Г.М.Филипповапа тĕл пулса калаçма шутларăм. Вăл хирĕç пулмарĕ. Сăмах çăмхи ыйтусенчен пуçланчĕ. _ Эсир Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче çĕнĕ çын. Сире кунта мĕнле шăпа илсе çитерчĕ? _ Çапла. Ку ĕçре эпĕ çĕнĕ çын шутланатăп. Культура ĕçченĕ пулатăп тесе ĕмĕрне те шутламан. Районта пĕрремĕш хут Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченне А.Д.Мокина халалласа "Ташша яра пар" фестиваль ирттересси çинчен пĕлтерсен ман пата пырса ташлама вĕрентме ыйтрĕç. Хирĕçлемерĕм, хĕрсене чăваш ташши вĕрентрĕм. Тепĕр çулне вара мана ĕçе вырнаçма сĕнсен килĕшрĕм. _ Галина Михайловна, сире Алексей Дмитриевич хăçан ташлама вĕрентнине астăватăр-и? _ Паллах, астăватăп. Ун чухне эпĕ вуннăмĕш класра вĕренеттĕмччĕ. Учительсемпе пĕрле аслă класс ачисене те хутшăнтаратчĕ. Çавăнтан вара шкул пĕтернĕ хыççăн аслă пионервожатăйра ĕçлеме пуçласан кашни çулах смотр-отчетсене хутшăннă. _ Алексей Дмитриевич ертсе пынипе ăçта-ăçта хутшăннине каласамăрччĕ? _ Ăçта кăна пулман-ши эпир. Алексей Дмитриевич хатĕрленĕ "Сарманча", "Кария", "Çырлара", "Карусель", "Шупăр ташши", "Тутар ташши", "Вырăс ташши", "Чикан ташши" тата ытти номер халăх кăмăлне кайнине пула республикăн тĕрлĕ хулисен (телевидени, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле хулисем, Пăрачкав сали тата ытти те) сценисем çинче ташлама тивĕçрĕмĕр. _ Сирĕн шутпа Алексей Дмитриевич мĕнлерех çынччĕ? _ Кашни çынна уйрăммăн ташлаттарса пăхса суйласа илетчĕ. Сцена çинче уттарса, юрлаттарса пăхтаратчĕ. Хăшĕ пĕрремĕш, хăшĕ иккĕмĕш саспа юрлама пултарнине тỹрех уйăратчĕ. Юрлакан патне çывăха пырса итлеме юрататчĕ. Ташлама вĕрентнĕ чухне те çирĕп ыйтатчĕ. Çичĕ хут тар кăлариччен ташлаттаратчĕ. Хусканусене пурин те пĕрешкел тумаллине асăрхаттаратчĕ. Кĕлетке çаврăнсан та халăх çине пăхмалла тетчĕ. Ушкăнпа ташланă чух ыттисенчен уйрăлса, кĕлеткене ытлашши авкаламасăр, сăпайлă пулма хистетчĕ. Паллах, Алексей Дмитриевич тар тăкмасăр халăх умне нихăçан та якатса çитермен номер кăлармастчĕ. _ Сирĕн ташă ушкăнĕ пĕлтĕр фестивале мĕнле номерпе тухнăччĕ? _ Хамăр патра ирттернине пула фестивале пире пуçлаттарчĕç. Алексей Дмитриевич вĕрентнĕ "Шупăр ташшине" аса илсе сюита лартрăмăр. Чи малтан вăл юратнă "Хура вăрмана кайсан" юрăпа тухрăмăр. Унтан "Шупăр ташши" ташларăмăр. Тепĕр ташши вара вырăссен "Кадрилĕ" пулчĕ. _ Сирĕн ташша мĕнле хакларĕç? _ Иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕмĕр. _ Кăçал тата мĕн хатĕрлерĕр? _ Кăçал Алексей Дмитриевич вĕрентнĕ "Утă çи" ташша аса илсе сцена çине тухасшăн. Паллах, вăл лартнă ташша манса каймалăх вăхăчĕ те самай иртрĕ, хăш-пĕр пайĕсене улăштарса хамăра майлă йĕркелерĕмĕр. Ку хутĕнче фестивале Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрĕнче ирттереççĕ. _ Ташă ушкăнне камсем çỹреççĕ? _ Культура ĕçченĕсем çỹреççĕ. Çамрăксем, пирĕн вăхăтрипе танлаштарсан, халĕ ытлашши ташласшăнах мар. Çавна май аслăрах çулхисене вĕрентме тивет. Тата ман уйрăмах Тури Çĕрпỹкасси ялĕнчи Вячеслав Александрович Кудряшовпа Николай Петрович Белова тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем иккĕшĕ те çулсем аслăрах пулнине пăхмасăрах Тури Çĕрпỹкасси ялĕнчен килти ĕçĕсене пăрахсах ташлама çỹреççĕ. Унсăр пуçне Ольга Ивановна Сергеева та чылай çул хастар хутшăнать. Кăçал смотр-отчетра Елена Алежейкинапа Инна Яхатина çамрăксене ташлаттартăмăр. Вĕсене пурне те пысăк тав. _ Ташă ушкăнне мĕнле сĕнỹсем панă пулăттăр? _ Ташă ушкăнне малалла та аталанса пыма сĕнетĕп. _ Тавтапуç калаçушăн. А.Д.Мокинăн вĕрентĕвĕ, пултарулăхĕ яланах пирĕн асра пурăнĕ. Унăн кун-çулĕ пире пурнăçра хастар пулма, халăх йăли-йĕркине, юрри-ташшине упрама, ăна аталантарса пыма хистет.

Светлана ЯРУТКИНА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика