28 мая 2014 г.
Май уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн "Раççей регионĕсен наци рейтингĕ: пĕрремĕш кăтартусем" сессине хутшăннă. РФ субъекчĕсен инвестици климачĕн лару-тăрăвĕн наци рейтингне 21 регионта ирттернĕ. Вăл влаçăн мĕн пур сыпăкĕн регионсенче бизнес тытса пымалли условисене лайăхлатас тĕллевлĕ ĕçĕн тухăçлăхне хаклать. 2015 çултан вара рейтинга çĕр-шывăн мĕн пур субъектĕнче палăртма тытăнĕç. Чăваш Ене илес-тĕк _ кунта бизнес валли кирлĕ мĕн пур институт, тивĕçлĕ ресурссемпе инфратытăм пур, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшаççĕ. Çавна май экономикăна аталантармалли никĕс çирĕп, мĕн пур сферăра çĕнĕ технологисене çул параççĕ, пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçлаççĕ, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентỹỹ, культура тата спорт сферисенчи ырă улшăнусем вăй илни куç кĕрет. Куçми пурлăх объекчĕсене патшалăх енчен экспертиза тумалли вăхăта чакарнă, строительство пуçармалли ирĕк илмелли вăхăта кĕскетнĕ, ытти процедурăна ансатлатнă. Раççейре чи малтисен шутĕнче пушă çĕр лаптăкĕсен Пĕрлехи информаци ресурсне йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне унта çавнашкал 134 лаптăк (397 га) кăтартăвĕсене кĕртнĕ. Вĕсем _ çурт-йĕр çĕклеме, инвестици проекчĕсене пурнăçлама. К.ЯКОВЛЕВ.