АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпир тĕрĕс экзаменсемшĕн" е "Ун пекех тĕрĕслемесен те юратчĕ"…

02 июня 2014 г.

Экзамен таврашĕнче тахçанах пулманран-ши, патшалăхăн пĕрлехи экзаменне каймалли кун питĕ пăлхантăм. Ирхи тăваттă çурăра вăрантăм та тĕрлĕ шухăша пула ниепле те çывăрса каяймарăм. "Эпĕ, общество сăнавçи, çапла пăлханатăп пулсан, 11-мĕшсем пирки мĕн каламалли пур?" _ явăнчĕ пуçра шухăш. Çĕрĕпех çывăраймарĕç пулĕ, вырăс чĕлхине шĕкĕлчерĕç ĕнтĕ. Кун пек тумалла мар теççĕ те психологсем, экзамен умĕнхи каç канма сĕнеççĕ. Ăçтан чăтăн _ патшалăх экзаменне металл шыракан хатĕр витĕр, паспорт тĕрĕслесе кĕртеççĕ, унтан эсĕ ыйтусем çине мĕнле хуравланине виçĕ сехет çурă хушши видеопа сăнаççĕ пулсан _ мĕнле пăлханмăн? Яваплăхĕ чăннипех пысăк вун пĕрмĕшсен. Патшалăх экзаменĕсенче пухнă балсемпе институт-университет таврашне кĕмелле-çке. Апла-тăк, тăрăшмалла, шкулта 11 çул хушши илнĕ пĕлĕве туллин кăтартса памалла... Çак шухăшсемпе çитрĕм эпĕ Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул умне. Кунта паян, майăн 29-мĕшĕнче, районти 107 ача вырăс чĕлхипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытать. 9 сехет. 11-мĕшсем шкул умне пухăнса тăнă. Ашшĕ-амăшĕ те пур, анчах та нумайăн мар. Ачасен аллисенче паспорт, хура тĕспе çыракан гельлĕ ручкăсем, шăккалат, шыв е сĕткен. Алăк патĕнче ППЭ йĕркелекенсем тăраççĕ. Ачасем çине пăхсан тỹрех вĕсем пăлханнине ăнланма та çук _ калаçаççĕ, кулса та илеççĕ. Шăппăн тăракансем, шухăша кайнисем те пур. Тем тесен те хумханаççех. 9 сехет те 15 минут. Вăхăта перекетлеме ачасене виçĕ юхăмпа шкула кĕртме тытăнчĕç. Малтанах паспорчĕсене пăхрĕç, унтан металл шыракан хатĕр тытнă виçĕ арçын хăйсен юхăмĕнчи кашни ачана тĕрĕслерĕ. Ятарлă хатĕр кĕсьери çăра уççине "тупса" сас пачĕ, улма-çырла сĕткенĕн курупки тĕлне тытсан чарăнми янăрарĕ (хайхи курупкан шал енне хут пек çỹхе металл листи хурса яраççĕ иккен). Телефон таврашне "тупаймарĕ". Кăçал патшалăх экзаменне сотовăй телефонсем илсе кĕртме пачах юраманнине асăрхаттарса тăнăран çыхăну хатĕрне никам та çума илмен пулас. Палăртмалла, экзамен вăхăтĕнче аслисен те _ вĕрентекен-йĕркелỹçĕсен, общество сăнавçисен тата ыттисен _ сотовăй телефонпа усă курма юрамасть. Лару-тăрăва ăнланакан ачасем кулмасăр, пĕр сассăр тенĕ пек пĕлтерĕшлĕ тĕрĕслев витĕр хăвăрттăн кăна тухса шкул кăритурне кĕчĕç, кунта вĕсене ятарласа хатĕрленĕ списоксем тăрăх сакăр ушкăна пайларĕç. Кашни ушкăнĕнче 15 ачаран ытла мар. Унтан вĕсене экзамен йĕркелекенсем аудиторисене ертсе кĕчĕç. Ачасем ăçта пĕлнĕ çавăнта лармаççĕ, кашнине валли ятарлă вырăн палăртнă. Çак вăхăтчен мана сăн ỹкерме ирĕк пачĕç. Ачасем аудиторисене вырнаçса ларсанах фотоаппарата шкул директорĕн кабинетĕнчи сейфа пуçтарса хума ыйтрĕç. 10 сехет. Кашни аудиторире _ икшер вĕрентекен-йĕркелỹçĕ (районти шкулсенче тимлекен педагогсем). Вĕсем ачасене ППЭ правилисемпе паллаштарчĕç, унтан ачасене кашнин валли уйрăммăн хатĕрленĕ конвертсем валеçсе пачĕç. Вĕсене уçсан ятарлă бланксене çырса тултарма ыйтрĕç. Вара тин вырăс чĕлхипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ пуçланчĕ. Кашни аудиторире ун пуçламăшĕ, ачасем бланксене мĕнле хăвăртлăхпа тултарса пĕтернине кура, тĕрлĕрен пулчĕ. Кашни вĕрентекен-йĕркелỹçĕ (оператор) çакăн çинчен аудиторири доска çине çырса хучĕ. Тĕслĕхрен: экзамен пуçламăшĕ _ 10 сехет те 10 минут, вĕçĕ _ 13 сехет те 40 минут. Кашни аудиторирех икĕ видеокамера: пĕри _ малти, тепри хыçалти стена çинче. Юнашартах тенĕ пек вырнаçнă кабинетра ятарлă комисси членĕсем экзаменсем мĕнле пынине икĕ экран çинче сăнаççĕ. Кашни ачи _ малтан та, хыçалтан та _ уç тупанĕ çинчи пекех курăнать. Кун пек сăнасан тем пек тăрăшсан та улталаймăн. Ахальтен мар пулĕ кăçалхи экзаменсем "Эпир тĕрĕс ППЭ-шĕн!" ятпа иртеççĕ. Мана иккĕмĕш тата виççĕмĕш хутри кăритурсем тăрăх сăнаса çỹреме ирĕк пачĕç. Сăмах май, кăритурта та видеокамерăсем пур. Экзамен пыракан аудитори алăкĕсем уçă, анчах та манăн унта кĕме юрамасть. Сăнамалла кăна. Кăритурта та вĕрентекен- йĕркелỹçĕсем пур. Вĕсен пĕр-пĕринпе те, манпа та пули-пулми калаçма юрамасть. Кăритурта сăнанисĕр пуçне манăн видеокамерăсем ỹкерсе илнине кăтартакан экрансем вырнаçтарнă кабинетра сăнама ирĕк пур. Районта иртекен экзаменсене йĕркелеме тата сăнама Шупашкартан икĕ çын килнĕ. Видеоэкран умĕнче пĕр çын та пулин сăнасах ларчĕ. Районта патшалăх экзаменне йĕркелесе ирттермелли пункт ертỹçи Валентина Максимова ППЭ пуçланнине, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнине Шупашкара ЧР Вĕренỹ министерствине шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Йĕрки çапла. 11 сехет. Кăритурта та, аудиторисенче те шăп. Хут тата ручка чăштăртатнă сас çеç илтĕнет. Хушăра пĕрре ачасем туалета тухса кĕреççĕ, вĕсене унта кăритурта тăракан йĕркелỹçĕсем ăсатса яраççĕ, унтан каялла аудиторине илсе килеççĕ. Ачасемпе йĕркелỹçĕсен пĕр-пĕринпе калаçмалла мар. Аудиторирен вăхăтлăха тухиччен экзамен хучĕсене шкул ачин оператор сĕтелĕ çине хурса хăвармалла. "Экзамен вăхăтĕнче видеосăнав çинчен пачах манмалла, заданисене тимлĕх ытларах уйăрмалла", _ теççĕ аслисем. Çапах та ачасем сăнанине туйса тăраççех пулас, пăлханнипе хăйсене япăх туякансем те пулчĕç. Вĕсене шкулта экзамен вăхăтĕнче ĕçлекен район больницин тухтăрĕпе медицина сестри тимлĕх уйăрчĕç. 12 сехет те 25 минутра пĕрремĕш хĕр ача экзамен тытса тухрĕ. "Çырса та пĕтертĕн-им?" _ ыйтрăм унран. "Çапла", _ терĕ те вăл пуçне сĕлтсе, пĕрремĕш хута анчĕ. (Сăмах май, ППЭ вăхăтĕнче шкул çуртне шалтан питĕрсе илеççĕ, пĕрремĕш хутри фойере те йĕркелỹçĕ-операторсем тимлеççĕ). 13 сехет иртсен заданисене пурнăçласа тухакансем татах пулчĕç. "Йĕркеллĕ, чăтма, тытма пулать", _ çапларах хуравларĕç вĕсем экзамен мĕнле иртни пирки ыйтсан. 14 сехет тĕлнелле пур аудиторире те экзамен вĕçленчĕ. Ачасен ĕçĕсене конвертсем ăшне чиксе çыпăçтарса хурсан вĕрентекен-йĕркелỹçĕсем вĕсене районта патшалăх экзаменне йĕркелесе ирттермелли пункт ертỹçине Валентина Максимована пачĕç. Çак ĕçе те видеокамера сăнарĕ. Пĕр çĕре пухнă пур ĕçе те ятарлă форма тăхăннă, айккине пистолет çакнă арçын пысăк миххе чиксе илсе тухрĕ. Вĕсене Шупашкара ятарлă машинăпа илсе кайĕç. Экзамен вĕçленсен ачасем шкултан тухрĕç те ушкăнăн-ушкăнăн пухăнчĕç, виçĕ сехет çурăра капланнă кăмăл-туйăмĕсене палăртса калаçрĕç. Хăшне-пĕрне ашшĕ-амăшĕ кĕтсе илчĕ. Теприсем килĕсене шăнкăравларĕç. Халĕ ĕнтĕ юрать. ППЭ вăхăтĕнче аслисем ачисенчен те ытларах пăлханаççĕ теççĕ те, чăнах та çапла пулĕ. "Ун пекех тĕрĕслемесен те юратчĕ, патшалăх экзаменĕ ахаль те ачасемшĕн ытла та пысăк хумхану", _ теççĕ чун тĕпренчĕкĕсемшĕн çунаканскерсем. Паян тытнă экзамен кăтартăвĕсем июнĕн 10-мĕшĕ хыççăн паллă пулĕç. Хальлĕхе, çитес экзаменчен, вăхăтлăха сывлăш çавăрса илме те юрать. Суйласа илнĕ предметсемпе экзамен июнĕн 2-мĕшĕнче пулĕ, математикăпа _ ăна пурин те тытмалла _ июнĕн 5-мĕшĕнче. Вырăс чĕлхипе районта иртнĕ экзаменра йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртмарĕç. Анчах та камерăсем ỹкерсе илнĕ видеона федераллă инспекторсем виçĕ уйăх хушшинче пăхма, унта йĕркене пăснине тупса палăртма пултараççĕ. Вара экзамен кăтартăвĕсене йышăнмĕç. Ун пеккки ан пултăр-ха... Çĕнĕлĕхсемпе килĕшỹллĕн, кăçал экзамен мĕнле тытнине калакан свидетельствăсене ачасене алла памаççĕ. Аслă вĕренỹ заведенийĕсем кун пирки ятарлă информаци тытăмне кĕрсе пĕлме пултарĕç. Унсăр пуçне, кăçал тытнă экзамен кăтартăвĕсемпе халĕ тăватă çул хушши усă курма пулать.

Алина КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика