АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Малтанхи" ачасем пулмаççĕ

02 июня 2014 г.

Ачасене хỹтĕлемелли кун çывхарнă май аслисен хăйсемпе пĕрле пурăнман чун тĕпренчĕкĕсем çинчен аса илесчĕ. Ачасене йĕркеллĕ условисенче ỹссе аталанма майсем туса парассишĕн ашшĕ-амăшĕ яваплă. Анчах та тулли мар çемьесенче ỹсекен ачасем хăйсене пурнăç парнеленĕ çынсен ăшшине çителĕклĕ туймаççĕ, аслисем "малтанхи" ачисемшĕн алимент тỹлемеççĕ. Çемье кодексĕнче саккунпа пăхса хунă тĕслĕхсенче ашшĕн е амăшĕн ачисене пăхса усрамалăх алимент тỹлемелле тесе йышăннă. Ача 18 çул тултарсан алимент тỹлеме пăрахаççĕ. Алимент виçине, ăна тỹлемелли йĕркене Çемье кодексĕнче пăхса хунă правилăсемпе усă курса палăртаççĕ. Ачине пăрахса хăварнă ашшĕн е амăшĕн кашни уйăхра пĕр ачашăн тупăшăн 1Ỹ4 пайне, икĕ ачашăн _ 1Ỹ3 пайне, виçĕ ачашăн _ 1Ỹ2 пайне тỹлемелле. Алимент тỹлекенĕн укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрăвне кура асăннă пайсене ỹстерме е пĕчĕклетме пултараççĕ. Унсăр пуçне суд, укçа тỹлеме тивĕç ашшĕн е амăшĕн яланхи тупăш çук пулсан, вăл улшăнсах тăрсан, тупăшĕ пуррине пытарсан, анчах харпăрлăхра хаклă йышши пурлăх пулсан çирĕп сумма (твердая денежная сумма) палăртма пултарать. Алимент тỹлессинчен пăрăнса çỹрекен пирĕн район çыннисем: Анна Михайловна Валькова, Сергей Леонидович Егоров, Алексей Петрович Корнилов, Николай Николаевич Медакин, Галина Николаевна Павлова, Виктор Александрович Рябиков, Андрей Петрович Трифонов, Марина Михайловна Максимова, Евгений Иванович Блохин. Суд йышăнăвне хистевлесе пурнăçлассипе суд приставĕсем тимлеççĕ. Енчен те алимент тỹлекенĕн парăм пухăнса кайсан, унăн куçман пурлăх, транспорт хатĕрĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслетпĕр. Парăмçăсене Раççей Федерацийĕн территорийĕнчен тухса çỹреме чараççĕ. Парăмçă ăçта пурăннине тупса палăртаймасан ăна федераллă шырава параççĕ. Алимент тахçантанпах тỹлеменнисене пысăк яваплăх кĕтет. Тепĕр чухне вĕсем тимĕр решетке хыçне те лекме пултараççĕ. Алимент тỹлессинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшне çапла калас килет: ачисемшĕн тăрăшасси _ вĕсен тивĕçĕ. Çакна ан манччăр. Э.ОРИНОВ, районти суд приставĕсен пайĕн ертỹçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика