02 июня 2014 г.
Кашни çул май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Пирус туртнине хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна ирттереççĕ. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ табака "массăллă сусăрлакан хĕç-пăшал" пек пăхса тухать. Статистика даннăйĕсемпе пирус туртнипе çĕр çинче çулсерен виçĕ миллион çыннăн пурнăçĕ татăлать. Раççей Федерацийĕнче пирус туртасси анлă сарăлнă: çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕсенче арçынсен 60-82 проценчĕн, хĕрарăмсен 25-30 проценчĕн çак сиенлĕ йăла пур. Вĕсен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. Çамрăксен 35 проценчĕ вĕçĕмсĕр туртать. Сигаретпа сыв пуллашма хистекен вăйлă сăлтав пулсан тĕрĕс йышăну тума пулатех. Паллах, сиенлĕ йăлана пăрахăçлама йывăр, анчах пулать. 1. Чăннипе хăçан сигаретпа сыв пуллашма хатĕр пулатăр, кунне палăртăр. 2. Пĕрремĕш кунсенче сиенлĕ йăларан пăрса яракан ĕç тупма тăрăшăр. 3. Пур пепельницăна та, сигарет пачкине те, шăрпăкпа зажигалкăна та пуçтарăр. 4. Ытларах шыв ĕçĕр. 5. Активлă пулăр. Уçă сывлăшра уçăлса çỹрĕр, бассейнра ишĕр. 6. Оптимистла шухăшлăр. 7. Кулленхи йăласене вăхăтлăха улăштарма тăрăшăр. 8. Пирус туртма сăлтав ан шырăр. 9. Хăвăра савăнтарăр. Пирус илес укçа-тенкĕпе кирлине е тутлине туянăр. 10. Апат-çимĕç рационне тĕрĕслесех тăрăр: калориллĕ апат çийиччен улма-çимĕç суйлăр. 11. Пирус туртманни сывлăхшăн лайăх пулнине, çемьене тăкак кỹменине туйса илĕр. Л.ДОРОФЕЕВА, Республикăри наркологи диспансерĕн ачасемпе çамрăксен уйрăмĕн заведующийĕ.