04 июня 2014 г.
Тăван тăрăхăмăр çĕр айĕнчи усăллă япаласемпе питĕ пуян мар та, çапах пысăк ĕçре _ нимере, сăмахран _ усă курмалăх çителĕклĕ. Анчах хăш-пĕр вырăнта çут çанталăк пурлăхне тĕлли-паллисĕр кăларнине палăртаççĕ инспекторсем. Санкцилемен 399 карьер Тĕрĕссипе, кунашкал тĕслĕхсем Раççейре _ тем чухлех. Пĕлтĕр кăна санкцилемен 399 карьер тупса палăртнă Россельхознадзор специалисчĕсем. Кунта çакна палăртса хăварам, асăннă ведомство сотрудникĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсем ирттерме ирĕк пур. Шăпах çак категорие кĕртнĕ 915,15 гектар çинче çут çанталăк пурлăхне саккуна пăсса кăларнине тĕпчесе пĕлнĕ. Шутласа пăхăр кăна, çĕр айĕнчи усăллă япаласене хăйсене пĕлнĕ пек кăларнăшăн 2013 çулта çеç 609 административлă ĕç пуçарнă, 6 млн. тенкĕлĕх штрафланă. Лаптăксене сиен кỹнине ятарлă меслетпе шутласа кăларнă специалистсем. Пĕрлехи сумма 2,2 млрд. тенкĕпе танлашнă! Акă, сăмахран, Омск облаçĕнчи пĕр ял тăрăхĕн территорийĕнче çĕрĕн паха сийне вырăнтан куçарни куç тĕлне пулнă. Лару-тăрăва уçăмлатнă май, унта 4 вырăнта тăм кăларни палăрнă. Ăна кирпĕч тума усă курнă. Ку ĕçпе тахçанах аппаланнă пулас: шăтăксем 1,5-3 метр таранах пулнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 3,7 гектара çитнĕ. Унта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре кỹнĕ сиене 884 пин тенкĕлĕх хакланă. Çĕр саккунĕсене пăснăшăн панă штрафа тỹленисĕр пуçне юрăхсăрлатнă лаптăка рекультиваци тума хушса предписани панă инспекторсем. Сăмах май, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче çут çанталăк пурлăхне кăларасси _ ведомствăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Пĕлтĕр ку енпе субъектсенчи нормăпа право акчĕсене тишкернĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса пулăхлă сие вырăнтан куçарассипе çыхăннă ыйтăва татса памашкăн Ял хуçалăх министерствине хăш-пĕр сĕнỹпе тухнă. Çĕр пулăхне тавăрасчĕ Чăваш Енре те ку енпе предприятисемсĕр пуçне ахаль çынсем те Çĕр саккунĕсене пăснă тĕслĕхсене шута илнĕ. Ирĕклĕн выртакан япалапа кашни хуçаланма пултарать теççĕ пулмалла хăшĕ-пĕрисем. Акă Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче пурăнакансем хăйсем тĕллĕн хăйăр кăларма шутланă. Вăл стройкăра тем пек кирлĕ-ха. Анчах çут çанталăк пурлăхĕпе перекетлĕ пулмалла. Ăна кăларма пуçличчен тивĕçлĕ органсенчен ирĕк илмелли паллă. Рекультиваци проекчĕ те алăра пулмалла. Чăннипе те, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче пулăхлă сие вырăнне тавăрса ăна усă курма юрăхлă тăвасси _ питĕ кирлĕ ĕç. Ăна мĕнле пурнăçланипе инспекторсем тĕрĕслевсенче, административлă тĕпчевсенче кăсăкланмасăр иртмеççĕ. Патшалăх инспекторĕ Александр Андреев каласа панă тăрăх, Улатăр районĕнче шăпах çакнашкал тĕслĕхе "тăрă шыв çине кăларнă". Пĕр общество хăйăр кăларнă чухне пăснă 0,53 гектар çĕр тĕлĕшпе рекультиваци ĕçĕсем ирттерсе тăкакланман. Кунашкал явапсăрлăхшăн пуçлăх тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 8.7 статйин 1-мĕш пайне тĕпе хурса протокол çырнă. Йĕркене пăхăнманни тăтăшах тĕл пулать тесен те йăнăшмăпăр. Пĕлтĕр пĕр предприятие явап тыттарнă, 2012 çулта вара _ юридици вăйĕнчи 3 çынна. Ытларах чухне рекультиваци проектне хатĕрлеменни калаçтарать. Сăрт-ту ĕçĕсене аталантарасси планĕсенче рекультивацие мĕнле майпа йĕркелессине тата вăхăтне кăтартманни те тĕл пулнă. Пĕлтĕр çут çанталăк пурлăхне кăларнă май ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 2,5 гектара яхăн çĕр шар курнă. Çакăншăн 25 пин тенкĕлĕх штрафланă. Юлашкинчен калани. Нумаях пулмасть ывăлăмăн аллине аран çуса тасатрăм _ йăлт çырса пĕтернĕ. "Сана валли хут татăкĕ пулмарĕ-им?" _ ятлаçатăп çакскерпе. "Анне, ма ахальтен хут пĕтермелле? Мĕн чухлĕ йывăç касаççĕ-ха хут валли..." Тĕлĕнтерсе пăрахрĕ 3-мĕш класс ачи перекетлĕх пирки сăмах пуçарса. Эпир вара, ỹссе çитĕннисем, çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курнă чухне перекетлĕх пирки аса илетпĕр-и? Унăн саппасĕ иксĕлми мар-çке.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.