04 июня 2014 г.
Нумаях пулмасть республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркотиксене хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвне ертсе пынă. Республикăра наркотиксене хирĕç кĕрешес ĕç пирки тата оперативлă профилактика мероприятийĕсем çинчен ЧР шалти ĕçсен министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Андрей Тимофеев, çавăн пекех РФ наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ Валерий Самаркин каласа панă. 2014 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче шалти ĕçсен органĕсем Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар территорийĕнче наркопритонсем йĕркеленипе çыхăннă виçĕ преступление тупса палăртнă. Республикăри наркологи диспансерĕн кăтартăвĕсемпе иртнĕ çул дезоморфинпа усă куракан 25 çынна шута илнĕ. Çакă Чăваш Енре кодеинлă хатĕрсене рецептсăр сутнине е ăна урăх регионтан илсе кĕнине çирĕплетет. Республика Пуçлăхĕ право хуралĕн тата власть органĕсене обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме чĕнсе каланă. Çавăн чухне преступленисене вăхăтра палăртма, притонсене хупма, саккуна пăсакансене явап тыттарма май пуррине пĕлтернĕ. Ларăва хутшăнакансем наркотик хатĕрĕсемпе усă куракансене комплекслă майпа реабилитацилекен наци тытăмĕн регионти центрне туса хурас ыйтăва тишкернĕ. Атăлçи федераци округĕнчи 14 регионтан виçĕ субъектĕнче кăна, вăл шутра Чăваш Енре, кун пек центр çук иккен. Çавăнпа психоактивлă хатĕрсемпе усă куракансене Республикăри наркологи диспансерĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Ачасен канăвĕ пирки вĕренỹ министрĕ Владимир Иванов каласа панă, сывлăха çирĕплетмелли çуллахи тапхăрта çул çитмен çамрăксен 82 процентне çавăрса илессине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев вожатăйсене çирĕп суйлама тата ачасем хушшинче психоактивлă хатĕрсен сиенĕ çинчен пропагандăпа профилактика ĕçне вăйлатма хушнă. А.ДМИТРИЕВА.