04 июня 2014 г.
"Выльăпăр та кулăпăр, юрлăпăр та ташлăпăр"
А. МОКИН.
Майăн 30-мĕшĕнче районти Культурăпа кану центрĕнче Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Алексей Мокин ячĕпе виççĕмĕш хут ташă фестивалĕ иртрĕ. Малтанах пухăннисем паллă ентешĕмĕрĕн кун-çулĕ çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕç. Алексей Мокинăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ ачасене тарăн пĕлỹ парассипе, çавăн пекех культурăна аталантарассипе çыхăннă. Алексей Дмитриевичăн çутă сăнарĕ, кун-çулĕ пурнăçра активлă та хастар пулма, халăх йăли-йĕркине, ташши-юррине упрама, аталантарса пыма хистет. Паянхи ăру вара унăн ĕçне хакласа малалла тăсни, паллах, мухтава тивĕçлĕ. Акă Алексей Мокина халалланă ташă фестивалĕн сумĕ ỹссе пыни, унта хутшăнакансен йышĕ çултан-çул хушăнни савăнтарать. Кăçал ку мероприятие ачасен 11, аслисен 10 ташă коллективĕ хутшăнчĕ. Вĕсен шутĕнче Çĕмĕрлери "Восход" Культура керменĕнчен килнĕ ушкăнсем те пулчĕç. Ташлама пĕлекене пĕр хăма та çитет тенĕ халăхра. Сцена çинчи ташăçăсене курса, пĕрре тĕлĕнсе, тепре савăнса ларнă май, çирĕппĕнех калама пулать: фестиваль чăн-чăн ташă ăстисене пухнă, унсăрăн вĕсене Культурăпа кану центрĕн аслă сцени те тăвăр та ансăр пулĕччĕ. Фестивальте тем тĕрлĕ ташă та курма пулчĕ, çав хушăра чăвашсен илемлĕ ташшине те, хусканăвĕсене тĕпе хуни, ташăсене авалтан килекен йăла-йĕркепе çыхăнтарни те тĕл пулкаларĕ. Ташă чунăн вăрттăн чĕлхи тесе ахальтен каламаççĕ. Тĕлĕнмелле искусство, ăна кăтартса паракансем хăйсен хусканăвĕпе шухăш-кăмăлне туллин уçса пама тăрăшрĕç, кашни хусканăвĕ поэмăри йĕрке пек, сăмах пулса вуланса пычĕ тесен те тĕрĕс. Пĕрисем сцена тăрăх шыври пек юхса, карталанса иртрĕç, теприсем _ тăпăртаттарчĕç, çамрăксем чун каничченех сиккелерĕç... Кĕвĕпе хускану уйрăлми пулса илемлĕ ташша çаврăнчĕç. Фестиваль-конкурса хутшăнакансен ташă ăсталăхĕпе артистизмне, пĕрешкел хусканусем тунине, сцена культурине, тумĕсене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕн пай начальникĕ, жюри председателĕ Александр Самсонов, çак пайăн тĕп специалисчĕ Алина Михуткина, веренỹ пайĕн методисчĕ Алина Калейкина, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕ Валентина Грачева хакларĕç. Вĕсем çĕнтерỹçĕсене икĕ номинаципе палăртрĕç. "Ачасемпе çамрăксен коллективĕ" номинацире пĕрремĕш вырăна Çĕмĕрлери Тамара Волкова ертсе пыракан "Блеск" ташă коллективĕ, иккĕмĕш вырăна "Хастар" ФСК-н Татьяна Сергеева ертсе пыракан спорт аэробикин уйрăмĕ, виççĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Татьяна Захарова ертсе пыракан ташă коллективĕ йышăнчĕç. Аслисен ташă ăмăртăвĕнче Мăн Этменти Валентина Немешкина ертсе пыракан ташă коллективĕ чи пултарулли тесе йышăнчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Яра пар" тата Питĕркассинчи "Телей" ташă ансамблĕсем тухрĕç. Вĕсем пурте фестиваль Дипломне тата парнесене тивĕçрĕç.
А.ЗАМУТКИНА.