АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишме пĕлмесен шыва ан кĕр

09 июня 2014 г.

Çуллахи шăрăх кунсенче çынсем пĕвесемпе кỹлĕсен таврашне туртăннинчен тĕлĕнме кирлех мар пулĕ: шыва кĕрсе уçăлас килет, пулă тытни те _ хăйне май йăпанăç. Анчах тепĕр чухне шыв хĕрринче асăрханулăха çухататпăр, шывăн турачĕ çукки пирки аса та илместпĕр. Шыв вара кун пеккине каçармасть. Шыва кĕнĕ чух питĕ асăрхануллă пулмалла. Тарланă хыççăн, лайăх типмесĕр, тỹрех кỹлле е пĕвене чăмма ан васкăр. Çавăн пекех малтан тĕплĕн терĕслемен вырăнсенче те шыва кĕме юрамасть: шыв тĕпĕнче йывăç тымарĕсем, шыва путнă тĕрлĕрен амантакан, касакан, чикекен япаласем пулма пултараççĕ. Ишме пĕлмесен те шыва кĕресси пирки манмалла. Ачасен çыранран инçе ишсе каймалла мар. Мĕншĕн тесен çамрăк организм хăвăрт ывăнать, каялла ишсе тухма вăй-хал çитмесен те пултарать. Çавăн пекех шыва кĕме ачасен хăйсен çеç каймалла мар _ юнашар яланах аслисем пулмалла. Вĕсем путакансене хăтарма, çийĕнчех малтанхи пулăшу пама пултараççĕ. Авăрсенчен те сыхланăр. Ỹсĕр çыншăн тинĕс те чĕр куççи таран çеç тетпĕр-ха та, анчах апла мар: вĕсем тарăн мар çĕртех путса вилме пултараççĕ. Пĕр сăмахпа, шыв ỹсĕрсене юратмасть. Шыв электричествăна хăй витĕр питĕ лайăх ярать. Çавăнпа аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче шыва кĕме юрамасть, кун пек чухне çыранран аякрах пулма тăрăшăр. Пĕве-кỹлĕ урлă карнă электролинисен айĕнче шыва кĕни те хăрушă _ кĕтмен çĕртен пралук шыва ỹкме пултарать. Кĕперсемпе каçăсен айне те ишсе ан кĕрĕр _ вĕсем ỹкме пултараççĕ е вĕсем çинчен мĕн те пулин татăлса анмасть тесе никам та шантараймасть. Шыва кĕнĕ чух ашкăнни те вырăнсăр _ вăйă инкекпе вĕçленесси инçе мар. Çу кунĕсенче шкулсенче ачасен ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлеççĕ. Ачасен, паллах, ĕç хыççăн шыва кĕресех килет. Ан тив, ишсе-чăмса савăнччăр, киленччĕр _ анчах çывăхра аслисем, çакăншăн яваплă çынсем пулччăр. Путма пуçланă çынна хăвăр вăйăрпа çеç пĕрремĕш пулăшу пама май килмесен çийĕнчех васкавлă пулăшу чĕнсе илме тăрăшмалла. Похода кайсан та ачасем, çитĕннисем те, пĕлмен пĕвере е кỹлĕре шыва кĕрессинчен тытăнса тăрсан лайăх _ инкек сиксе тухмĕ. Шыва кĕме юракан вырăнсене малтан питĕ тĕплĕн тĕрĕслемелле, çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче ушкăнран кама та пулин яваплине палăртсан лайăх. Шыва кĕме юраман, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăнсен çывăхне асăрхаттару паллисем лартса тухмалла. Аслисен ачасене шывра, кỹлĕ-пĕве çыранĕнче асăрхануллă пулмаллине аса илтерсех тăмалла.

В.ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.

Çав хушăра

Çулталăк пуçланнăранпа республика территорийĕнчи шыв объекчĕсем çинче 10 инкек пулнине шута илнĕ, вĕсенче 7 çын путса вилнĕ. Шывра ачасен пурнăçĕ татăлни уйрăмах хумхантарать. Кăçал май уйăхĕ шăрăх тăнăран шыва кĕмелли тапхăр иртерех пуçланчĕ, уйрăмах ача-пăча чỹхенсе уçăлма васкарĕ. Инкекĕ вара юнашарах çỹрет пулмалла _ май уйăхĕн юлашки кунĕсенче республикăра икĕ ача путса вилнĕ. Майăн 21-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче çуртпа çывăхри пĕвере 2006 çулта çуралнă арçын ача путнă. Майăн 29-мĕшĕнче Атăлта, шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен вырăнта, 2001 çулта çуралнă арçын ача путса вилнĕ. Çăлавçăсем шыва кĕнĕ чухне тимлĕрех те асăрхануллăрах пулма чĕнсе калаççĕ, аслисен ачасене куçран вĕçертмелле маррине аса илтереççĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика