09 июня 2014 г.
Ĕнесене симĕс курăк çине кăларнăранпа хуçалăхсенчи сăвăм ỹсни палăрать. Майăн 30-мĕшĕ тĕлне кашни ĕнерен вăтамран 14,5 килограмм сĕт суса илнĕ. Иртнĕ çул ку тапхăрта ĕне пуçне 13,7 килограмм сĕт сунă. Выльăх-чĕрлĕх рационĕ пуян пулни сăвăм çине витĕм кỹрет. Унчченхи пекех "Свобода" колхоз сăвăмпа малта пырать. Кунта кашни ĕнерен вăтамран 23,1 килограмм сĕт суса илеççĕ. Чи япăх кăтарту вара "Победа" хуçалăхра, талăкри вăтам сăвăм унта 5,5 килограмм çеç. Районти хуçалăхсенче 1018 пуç, уйрăм хушма хуçалăхсенче 4250 пуç ĕне шутланать. Хуçалăхсем те ял çыннисем пекех кăштах тупăш илес тĕллевпе сĕте патшалăха параççĕ. Ку вăхăт тĕлне пур категориллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 76540 килограмм сĕт суса илнĕ, сĕт завочĕсене 12-17 тенкĕпе 47 тонна сĕт ăсатнă. Таварлăхĕ 62,3 процентпа танлашнă.
А.ДМИТРИЕВА.