09 июня 2014 г.
Июнĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пыракан районти ака тапхăрне йышăнакан комисси ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине епле ирттернине тĕрĕсленĕ. Çакна çулленех çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен ирттереççĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе чи лайăх хуçалăхсем Акатуйра Дипломсене тата хаклă парнесене тивĕçеççĕ. Харпăр хăй уйĕсенче хуçалăх агрономĕсем çĕрпе ĕçлес тата ял хуçалăх культурисене акас технологипе паллаштарнă. Уйсене çитсе курнă май комисси чи малтанах калчасен шăтаслăхне, çăралăхне, çум курăк пуррине, вăрлăх пахалăхне, акнă лаптăка тишкернĕ. Комисси хуçалăхсем çур акине технологие пăхăнса ирттернине, ỹсен-тăран хỹтĕлемелли хатĕрсемпе усă курнине тата минераллă удобрени хывнине палăртнă. Çавăн пекех шăрăх çанталăка пула пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксем, тыр-пул калчисем вăраххăн ỹснине асăрханă. Кăçал хуçалăхсем çурхи культурăсене 3000 гектар ытла акнă. Комисси ака ĕçне пĕтĕмлетнĕ хыççăн пĕрремĕш вырăна "Коминтерн" тата "Свобода" хуçалăхсене панă. Иккĕмĕш вырăнта _ "Нива" ЯХПК тата Н.И.Лисаев фермер хуçалăхĕ. Вĕсене районти ĕçпе юрă уявĕнче чыслĕç.
А.ДМИТРИЕВА.