АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернет тата ачасем

09 июня 2014 г.

Ачасене Интернетри хăрушлăх степенĕ пысăк пулнине ашшĕ-амăш патне мĕнле майпа çитермелле? Шăпах çак ыйтусене пăхса тухнă нумаях пулмасть ЧР информаци политикин тата Вĕренỹỹ, Шалти ĕçсен министерствисен представителĕсем, Чăваш Енри Роскомнадзор, ача прависен уполномоченнăйĕ. Çак темах шкулсенчи ашшĕ-амăш пухăвĕсенче хускатнă. Вăл видеоконференци мелĕпе ЧР Вĕренỹ институчĕн никĕсĕнче иртнĕ. ЧР Информаци политикин министрĕ Валентина Андреева пухăннисене статистика даннăйĕсемпе паллаштарнă, юлашки вăхăтра 8-10 çулхи ачасем пĕтĕмĕшле сетьре нумай ларнине палăртнă. Роскомнадзор управленине те ашшĕ-амăшĕнчен тăтăшах шалăп килни паллă. Ашшĕ-амăшĕ управлени специалисчĕсенчен пулăшу ыйтни те анлă сарăлнă. ШĔМ представителĕсем те юлашки пилĕк уйăх хушшинче Интернетра порнографи файлĕсене сарнă çичĕ факт пулнине çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 5-шĕ _ ачасем хутшăннипе. Паянхи кун 6-7 класра вĕренекенсем пĕр-пĕринпе чарнă информаципе улшăнни паллă. Çул çитмен çамрăксем хушшинче Интернетпа çыхăннă преступленисен хисепĕ ỹсни куçа курăнать: экстремистла характерлă материалсене тăратни, наркотик хатĕрĕсене, психоактивлă япаласене сарни. Интернетри тĕрлĕ субкультурăсем те çамрăксем, вĕсен аталанăвĕ çине сиенлĕ витĕм кỹреççĕ. Вăл е ку социаллă сетĕн ĕçне чарни çителĕксĕр _ ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ кирлех. Операторсем ашшĕ-амăшне ачисене валли йỹнĕ телефонсем илсе пама, Интернета кĕме ятарлă тарифсемпе усă курма, уйрăм каналсен списокне вырнаçтарма сĕнеççĕ, унта çемье даннăйĕсене лартма юраманнине аса илтереççĕ, кирлĕ мар информаци курсан вĕри лини телефонĕпе шăнкăравлама ыйтаççĕ. Раççейре "Онлайн ачасем" тỹлевсĕр лини ĕçлет _ 8 800 250 00 15. Çавăн пекех Роскомнадзор управленийĕн шанăç телефонĕпе _ 8 (8352) 55-17-83 _ е сайчĕпе (http:ỸỸzapret-info.gov.ruỸ) усă курма пулать. Роспотребнадзорăн "вĕри линийĕ" те ĕçлет _ 8 (8352) 58-27-27.

ЧР Информаци политикин министерстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика