09 июня 2014 г.
Социаллă сферăра ĕçлекенсен кунĕ _ пархатарлă та ырă мисси пурнăçлакансен уявĕ. Кулленех социаллă ĕçченсен черчен те имшер хул пуççийĕсем çине нушаллă çынсен ыйтăвĕсем тиенеççĕ. Социаллă ĕçченсем пулăшу кирлĕ çынсемшĕн шанчăклă тĕрев пулса тăраççĕ, вĕсен пурнăçне май пур таран çăмăллатма, кăштах та пулин савăнăç кỹме тăрăшаççĕ. Паянхи кун социаллă ĕçченĕн профессийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк: çĕр-шыври кашни муниципалитетрах социаллă хỹтлĕх пур. Ку сфера аталансах пырать. Аслă вĕренỹ заведенийĕсенче те "социаллă педагог", "социаллă психолог", "социаллă ĕçчен" çĕнĕ профессисем илме пулать. Çынна пулăшасси, ырă кăмăллăх тымарĕсем тарăн та аваллăхах каяççĕ пулин те, хальхи обществăшăн ку професси çав тери кирлĕ. Социаллă службăна пĕччен пурăнакансен тата ватă граждансен, инвалидсен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе йĕркеленĕ. Районти "Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр" шăпах çак пархатарлă тивĕçсене пурнăçлать, хăйĕн ĕç-хĕлĕнче республикăн власть, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, социаллă хỹтлĕх пайĕпе, обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Пĕрлехи вăй, пуçарулăх, яваплăха туйни халăхăн социаллă ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама пулăшаççĕ. Районти пĕччен пурăнакан граждансене Атнарти тата Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли çуртсене вырнаçтарассине аван йĕркеленине палăртмалла. Вĕсенче хỹтлĕх тупнă çынсем çемье ăшшине туйса пурăнаççĕ. Çакăнта, паллах, социаллă ĕçченсен тỹпи калама çук пысăк. Çавăн пекех "Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн" тытса пыракан тĕп çул-йĕрĕ шутне килĕрен пулăшу кỹрес ĕç те кĕрет. Паян 102 социаллă ĕçчен 120 ватă çынпа инвалида пулăшу парса тăрать. Палăртмалла, тепĕр чухне пĕччен ватăсемшĕн социаллă ĕçченсем пĕртен-пĕр чи çывăх çынсем пулса тăраççĕ. "Социаллă ыйтусене тивĕçтерекен центрта" Маргарита Глухова ертсе пыракан туслă коллектив тăрăшать. Вĕсем хăйсен вăйне, вăхăтне шеллемесĕр ватăсене, инвалидсене пулăшма, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме васкаççĕ. Çавăнпах ку службăн ят-сумĕ çултан-çул ỹссе пырать.
А.ДМИТРИЕВА.