АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕреклĕ ỹсмешкĕн - паха апат-çимĕç

11 июня 2014 г.

Авалхи çынсемех апатланни сывлăх мĕнле пулассине витĕм кỹнине палăртнă. Вăл е ку çимĕçе пула час-часах чирленине, япăх ĕçленине тата вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнине, ачасем хавшак ỹснине тата аталаннине курнă-ха та. Çак пулăмсем паянхи кун çивĕчленсе кăна пыраççĕ тесен те йăнăш пулмĕ-тĕр. Ăçта пахалăхлă çимĕç пулнине куçпа пăхса пĕлеймĕн те. Хăш-пĕр чухне лаборатори тĕпчевĕсем кăна пахалăха палăртма пулăшаççĕ. Акă нумаях пулмасть Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем "Ăс-тăн енчен аталанса çитеймен ачасен Кỹкеçри интерначĕ" бюджет учрежденийĕнче тĕрĕслевпе пулнă май шăнтнă сысна какайне ветсанэкспертизăна панă та КМАФАнМ текен бактери виçи нормăран пысăкки палăрнă. Республикăри шкулсене тата ача сачĕсене çỹрекен шăпăрлансене мĕнле какайран кăна мар, кĕрперен апат-çимĕç пĕçернипе те кăсăклансах тăраççĕ управлени специалисчĕсем. Чăнах та иккен, кĕрпе пахалăхĕнче иккĕленме сăлтавсем тупăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть прокуратура ĕçченĕсемпе управлени инспекторĕсем Шăмăршă районĕнчи ачасен вĕренỹ учрежденийĕсенче пулнă. Кашнинчех апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан РФ саккунне епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Усă курнă тата упранакан кĕрпесем тĕлĕшпе маркировка тата кирлĕ ытти документ пулман. Маркировкăсăр апат-çимĕçе вара пахалăхсăррисен шутне кĕртеççĕ, мĕншĕн тесен вăл ăçтан килнине тата ăна хăçанччен усă курма юрăхлине пĕлме çук. Çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать тесе шутланă май ăна утилизацилемелле е тĕп тумалла. Пай пуçлăхĕн çумĕ Расим Асеинов каласа панă тăрăх, пĕлтĕр шкул тата шкулчченхи учрежденисенче прокуратура ĕçченĕсем йĕркеленĕ 58 тĕрĕслеве хутшăннă. Пĕр пекрех йĕркесĕрлĕхсем тĕл пулнине палăртать вăл. Маларах каларăм ĕнтĕ, пĕрремĕшĕ вăл _ маркировка тата ытти документ çукки. Учрежденисем кĕрпесем туяннă чухне патшалăх стандарчĕсем ыйтнисене пăхăнманнине те аса илеççĕ инспекторсем. Çакă вара хăш-пĕр япăх пулăмсене аталанма "çул уçасси" паллă. Сăмахран, инфекци чирĕсене сарăлма е массăллă наркăмăшланма. Çитĕнекен ăрăвăн представителĕсен сывлăхне килте кăна мар, вĕреннĕ вăхăтра та упрасчĕ. Вĕсен пире ватлăхра пулăшма тата пăхма тĕреклĕ те маттур пулмалла.

Н.ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика