11 июня 2014 г.
Утаркассипе Мишеркасси ялĕсенче пурăнакан çынсем Троица кунĕпе ял уявĕсене Шĕмешке вăрманĕнче ирттерчĕç. Ĕлĕк, совет самани вăхăтĕнче, "Искра" хуçалăх панкрута тухиччен, çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен яланах Шĕмешке вăрманĕнче пухăнса ĕçпе юрă уявне йĕркелетчĕç. Малтанхи йăла-йĕркесене чĕртсе тăратас тесе ял тăрăхĕпе икĕ ял çыннисем самаях тăрăшнă. Вăрманĕ те тирпейлĕ, сĕтелĕсем те янтă, пушартан сыхланас тесе шыв пички те хатĕр. Шĕмешке вăрманĕнче илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрани хаваслă кăмăл-туйăм çуратрĕ, таврана шашлăк шăрши сарăлчĕ. Ĕç вăхăтне пăхмасăрах вăрмана халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Тăвансемпе, юлташсемпе, Мишеркасси шкулĕнче пĕрле вĕреннисемпе, вĕрентекенсемпе чылай çул иртнĕ хыççăн курса калаçни темрен те паха. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Порфирьев уçрĕ, ял уявĕпе, Троица кунĕ ячĕпе саламларĕ. Район шайĕнчи обществăлла ĕçсенче палăрнисене райадминистрацин Хисеп хучĕсене пачĕ. Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Музяков уява ирттерме пулăшнă ял çыннисене _ Наталия Филиппована, Людмила Анчикована, Роза Седована, Михаил Храмова, вăрăм ĕмĕрлĕ кинемейсене _ Утаркассинчи Евдокия Михатайкинана тата Мишеркассинчи Мария Сидорована, чи нумай выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хушма хуçалăх хуçисене _ Утаркассинчи Зойăпа Леонид Лукинсене, Мишеркассинчи Зойăпа Николай Вазяковсене _ Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Уява Пантьăк ял тăрăхĕн "Сăр таппи" тата Йĕпреç районĕн "Эревет" фольклор ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе илем кĕртрĕç.
Г. НИКОЛАЕВА.