11 июня 2014 г.
Республикăн "Уçă кăтартусем" порталĕ Раççей шайĕнче виççĕмĕш тата федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Асăннă интернет ресурс Раççей саккунĕсемпе килĕшсе тăрать, экспертсене тата усă куракансене 92,6 процент тивĕçтерет. Уçă кăтартусен порталĕсене кăçалхи апрель-май уйăхĕсенче тĕрĕсленĕ. Регионсене 74 кăтартупа хакланă. Паян республикăн "Уçă кăтартусем" порталĕнче кăтартусен 116 пуххине тупма пулать. Чăваш Енĕн пурнăçне сăнлакан тĕрлĕ сфера _ сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹỹ, экономика, коммуналлă хуçалăх, ĕçпе тивĕçтересси, экологи _ пирки информаци пур порталта. "Уçă кăтартусен" порталĕпе пурте усă курма пултараççĕ, çав шутра коммерциллĕ тата коммерциллĕ мар тĕллевсемпе те.
ЧР Информаци политикин министерстви.