АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмблема çирĕплетнĕ

11 июня 2014 г.

2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет. Пирĕн çĕр-шывра ăна 10 çулта пĕрре ирттерме палăртнă. 2016 çулхи асăннă çырав çĕр ресурсĕсем, вĕсемпе усă курнин тухăçлăхĕ, выльăх-чĕрлĕх хисепĕ, ĕç ресурсĕсем (ĕçченсен шучĕ, вĕсен çул ỹсĕмĕ, вĕренỹ шайĕ), ял инфратытăмĕн лару-тăрăвĕ, çул тата ял хуçалăх техникипе машина е оборудовани пуррипе çукки çинчен тата ытти пирки кирлĕ информаци илме пулăшĕ. Ял хуçалăх çыравĕ ялта пурăнса аграри секторĕнче тимлекен, уйрăм хуçалăх тытакан е сад, пахча, дача пĕрлешĕвĕнче тăракан миллион çынна пырса тивет. Çырав кампанине хатĕрленсе Росстат хушăвĕпе Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн эмблемине çирĕплетнĕ. Эмблемăра çырав хучĕсен фонĕ çинче тырă пучахне сăнланă. Çырав хучĕн пĕрремĕш листи çинче пилĕк йĕр пур, вĕсем çырмалли йĕркесене пĕлтереççĕ. Тырă пучаххин çурма çавра çулçи вара Раççей регионĕсен пĕрлĕхне палăртать. Ỹкерчĕке "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ-2016" тесе çырнипе çавăрса илнĕ, сылтăмри аялти кĕтесре çырав ирттерме палăртнă çула сăнласа 2016 тесе çырнă. Эмблемăри тырă пучахне ылтăн, ытти элементсене вара симĕс тĕспе пурнăçланă.

Н.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика