18 июня 2014 г.
Ал арманĕ мĕнлерех ĕçленине, уйран епле уçланине, пир мĕнле тĕртнине, çăм арланине те курма пулчĕ Акатуйра. Ял тăрăхĕсен хăна картишĕсенче ял çыннин ĕлĕкхи тата хальхи пурнăçне сăнласа кăтартрĕç. Кунтах чăваш апатне тутанса пăхас текенсем валли пулă шỹрпи, хуран кукли, çуллă икерчĕ, техĕмлĕ пыл... Кăпăклă чăваш сăри те хăнасене илĕртрĕ. Сумлă хăнасем пур ял тăрăхĕн картишне те çитсе курчĕç. Мăн Этмен ял тăрăхĕн картиш хуçисемпе пĕрле турăран пил те ыйтрĕç, тав турĕç. Ял тăрăхĕсен презентацийĕсен конкурсĕнче "Чи лайăх хăна картишĕ" номинацире Питĕркасси ял тăрăхĕ çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна хĕрлĕчутайсем тухрĕç, виççĕмĕш _ тралькассисем. Çавăн пекех халăх пултарулăх коллективĕсен "Çуралнă çĕр-шывшăн чĕремĕр юрлать!" смотр-отчет пĕтĕмлетĕвĕсемпе Серенкассинчи Культура çурчĕ пĕрремĕш вырăн, Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ _ иккĕмĕш, Мăн Этменти Культура çурчĕпе Культурăпа кану центрĕ виççĕмĕш вырăн йышăнса Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕсене номинацисем тăрăх та палăртрĕç. Çеçпĕл Мишшин сăввине питĕркассисем аван вуланă, туктамăшсен инструментлă ансамблĕ чи лайăххи пулнă. Иван Охливанкин репертуарĕнчи произведение шăрантарассипе Серенкассинчи хор коллективĕ палăрнă, Александра Пахмутова юррине юрласа _ Культурăпа кану центрĕ. Анисим Асламас юррине пуринчен те лайăх атнарсем шăрантарнă. Тралькассисем смотр-отчет вăхăтĕнче сценăна лайăх капăрлатнă. Серенкассисем çавăн пекех кулăш ăстисем пулнипе, Алексей Фатьянов сăввине ăста вуланипе, космонавтика çинчен калакан произведенипе палăрнă. Борис Мокроусов произведенине Ачасен искусство шкулĕн хорĕ ăста шăрантарнă. Мишеркассисен фольклор коллективĕ чи лайăххи тата вĕсем ал ăстисен куравне аван хатĕрленĕ. Сĕнтĕкçырмисен ташă коллективĕ чи лайăххи пулнă, вĕсемех Аристарх Орлов-Шуçăм произведенийĕпе палăрнă. Чи лайăх çемье ансамблĕ _ киватикассисен, тăван тăрăха халалланă чи лайăх презентацие штанашсем хатĕрленĕ. Асăннă коллективсен ташши-юрри уява сĕм кĕртрĕ, Акатуя пухăннă халăха савăк кăмăл парнелерĕ.
А.КАРПОВА.