18 июня 2014 г.
Шăпах çакна çирĕплетсе пачĕ "Чавал" уçланкăра иртнĕ Акатуй. Кăçалхи Ĕçпе юрă уявĕнчен эпир те, редакци ĕçченĕсем, юлас мар терĕмĕр, ятарлă палаткăра хамăрăн ĕç-хĕлпе паллаштартăмăр. Çав хушăрах 2014 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли район хаçатне те çырăнтартăмăр. Район хаçатне çырăнма е пирĕн ĕç-хĕлпе паллашма кăмăл тунă Акатуй хăнисем "район хаçачĕ пире питĕ килĕшет, вăл пурне те кирлĕ", "Пирĕн пурнăç" хаçат ĕçченĕсене ăнăçу сунатпăр" тенине илтме пире питĕ кăмăллă пулчĕ. Хаçат тусĕсене пурне те тав сăмахĕ калатпăр, пирĕн хушăри çирĕп çыхăну малашне те татăлмасса шанатпăр. Халĕччен район хаçатне çырăнма вăхăт тупайманнисене вара васкама сĕнетпĕр _ çырăнтару тапхăрĕ вĕçлениччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. "Пирĕн пурнăç" хаçата çырăнăр, чун апачĕсĕр ан юлăр! Кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн почтальонсем урлă çырăнса илмелли хак 343 тенкĕ те 26 пус.
Редакци.