18 июня 2014 г.
Раççей кунĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче пенсионерсен пĕрремĕш Спартакиади вĕçленнĕ. Унта Раççейĕн 56 регионĕнчи 500 яхăн ватă çын хутшăннă _ Амур облаçĕнчен пуçласа Карели таранах. Спартакиада программи массăллă гимнастикăпа пуçланнă, ăна Чăваш Енри Сывлăха çирĕплетекен аэробика федерацийĕн председателĕ Оксана Вербина ирттернĕ. Çăмăл атлетсен турнирĕ "Олимпийский" стадионра иртнĕ. Ăмăртусем хутăш эстафетăпа вĕçленнĕ, унта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди "бронза" çĕнсе илме пултарнă. Икĕ кун пĕтĕмлетĕвĕпе пьедесталăн çỹлти картлашки çине Кемерово облаçĕнчи пенсионерсем тăнă, Пермь крайĕн представителĕсем _ иккĕмĕш, Чăваш Ен спортсменĕсем _ виççĕмĕш. Ăмăртусене хупнă церемоние республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Спорт министерствин ертỹçи Сергей Мельников, "Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ" организацийĕн координаторĕ Владимир Клоницкий хутшăннă, пухăннисене пурне те Раççей кунĕпе саламланă, пенсионерсене спорт йăли-йĕркине упранăшăн тав тунă, ăмăртусенче палăрнисене кубоксем, медальсем, дипломсемпе хаклă парнесем парса чысланă. Ваттисен спорт уявĕ çитес çул та иртĕ.
Чăваш Республикин физкультура тата спорт министерстви.