18 июня 2014 г.
Республика кунне халалланă мероприятисем шутне çамрăк армеецсен 46-мĕш "Зарница" тата "Орленок" вăййисене те кĕртнĕ. Кăçал асăннă вăйăсем Патăрьел районĕнче, Шăкăртан ял тăрăхĕн территорийĕнче, июнĕн 25-29-мĕшĕсенче иртĕç. Ăна савăнăçлă лару-тăрура июнь уйăхĕн 26-мĕшĕнче уçĕç. Пилĕк кун хушшинче вăйăсене пухăннă ачасем хăйсем çар условийĕсенче пурăнма хатĕррине кăтартĕç, тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç, стройпа утма пултарнине кăтартса парĕç тата ытти те. Делегацисен ертỹçисене валли те "Учитель _ вĕрентекен" ятпа конкурс иртĕ. Кăçал Вăйăсен программине 17 конкурс кĕрет. Ăна йĕркелекенсем: Чăваш Республикин Культура, Спорт, Вĕренỹỹ, Юстици, Сывлăх сыхлавĕн министерствисем, ЧР ШĔМ-ĕ, Çар комиссариачĕ тата ыттисем те.
А.АЛЕКСЕЕВА.