18 июня 2014 г.
Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ харăсах 8 çамрăк (вĕсенчен иккĕшĕ _ çул çитменскерсем) тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсене пурне те çул çитмен хĕре мăшкăлланăшăн айăплаççĕ. Преступлени май уйăхĕн 31-мĕшĕнче çĕрле Хĕрлĕ Чутайра пулнă. Следстви версийĕпе килĕшỹллĕн каччăсенчен пĕри райцентрта пурăнакан, хăй паллакан 17 çулхи хĕр патне телефонпа шăнкăравланă та урама тухмашкăн чĕннĕ _ калаçма. Анчах хăй унта машинăпа икĕ юлташĕпе пĕрле пынă. Хĕре улталаса хăйĕн килне илсе кайнă. Унта вара хайхискерсен тата пилĕк пĕлĕшĕ, ỹсĕрскерсем, дискотека хыççăн канаканскерсем, пулнă. Хĕре вĕлерессипе хăратса саккăрăн черетпе мăшкăлланă, ытти намăс ĕç тунă. Путсĕрсене тытса чарнă ĕнтĕ, следстви пырать. Палăртса хăварни вырăнлă: çамрăксенчен çиччĕшĕ _ Хĕрлĕ Чутай районĕнчен, пĕри _ Шупашкар каччи. Çав шутра виççĕшĕ тĕп хулари вузсенче вĕренеççĕ, тата виççĕшĕ _ ятарлă вăтам вĕренỹ заведенийĕсенче. Иккĕшĕ ĕçлемеççĕ те, вĕренмеççĕ те.
К.НИКОЛАЕВ.