21 июня 2014 г.
Хальхи вăхăтра аслатиллĕ çумăр час-часах пулнăран аçа çапас хăрушлăх пысăк. Акă нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Томакасси ялĕ çывăхĕнче аслати вăхăтĕнче çынна аçа çапнă. 58 çулти хĕрарăмăн, çав кун ĕне кĕтĕвне кĕтнĕскерĕн, пурнăçĕ татăлнă... Мĕнле сыхланмалла? Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче питĕ асăрхануллă пулмалла. Çỹллĕ йывăçсемпе юпасем айне пытанмалла мар. Юман, чăрăш, хыр тата тирек йывăççисене аçа ытларах çапать. Енчен те эсир аслати вăхăтĕнче уйра пултăр-тăк типĕ шăтăк е çырма тупса унта пытанма тăрăшăр. Аслати вăхăтĕнче нихăçан та ан чупăр! Автомобильпе пыратăр пулсан чарăнма тăрăшăр. Шыва кĕнĕ вăхăтра çырана тухăр. Вăрманта чух пĕр-пĕринчен 40 метрта ларакан йывăçсем çумĕнчи çăра тĕмсем хушшине пытанăр. Çурта çиçĕмрен сыхлас тесен аçа çапасран ятарлă хатĕр (молниеотвод) вырнаçтарăр. Кăмака ан хутăр, электричество приборĕсене сỹнтерĕр. Пĕрремĕш пулăшу Аçа çапнă çынна чылай чухне çăлса хăварма пулать. Çакна валли вăхăтра искусственнăй майпа сывлама пулăшмалла. Чĕрене массаж тумалла. Унтан хăвăртрах больницăна илсе çитермелле. Сыватмăша илсе кайма май пулмасан вĕри чей ĕçтермелле те лăпкăлăхпа тивĕçтермелле.
В.ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.