21 июня 2014 г.
Ытлари кун, июнĕн 24-мĕшĕнче, эпир Республика кунне уявлатпăр. Уяв программи тулли те пуян, сумлă куна халалланă мероприятисем пуçланнă та ĕнтĕ. Июнĕн 19-20-мĕшĕ-сенче Шупашкарта "Раççей регионĕсем _ пĕр тикĕс аталану" экономика форумĕ иртнĕ. Унта "çавра сĕтелсем" ĕçленĕ, Беларуçпа Францирен, Швейцарипе Японирен, ытти çĕр-шывран, Раççей Федерацийĕн 24 субъектĕнчен 1000 ытла хăна килнĕ. Июнĕн 18-22-мĕшĕ-сенче регионсем хушшинчи "Регионсем _ чикĕсĕр ĕçтешлĕх" курав ĕçлет. Унта пухăннисем республика туса кăларакан çĕнĕ таварпа паллашĕç. Кунтах республикăри чи çамрăк "Тăван радио" презентацине те курма пулĕ. Сăмах май, пирĕн район та куравра хăйĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарĕ. (Кун пирки çитес кăларăмра тĕплĕнрех пĕлтерĕпĕр). Июнĕн 23-24-мĕшĕ-сенче "Тăван культура çути" ятпа фейерверксен фестивалĕ Шупашкар кỹлмекĕ хĕрринче пулать. Шупашкар, Сергиев Посад, Челябинск хулисен, Беларуç Республикин, Симферополь (Крым Республики) командисем тупăшĕç. Фестиваль 23 сехетре пуçланĕ, ăна Чăваш наци телекуравĕпе тỹрĕ эфирта курма пулĕ. Палăртмалла, Республика кунне уявланине Наци телевиденийĕ, "Чăваш Ен" ПТРК тỹрĕ эфирта кăтартĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин официаллă порталĕнче те mms://media.cap.ru/ntrk21 адреспа курма пулĕ.
А.ТИМОФЕЕВА.