25 июня 2014 г.
Халĕ эпĕ çамрăк мар ĕнтĕ, 60 урлă каçрăм. Икĕ çул каялла упăшкам çĕре кĕчĕ, çавăнтанпа канлĕ пурăнатăп. Хамăн ĕмĕрте çутă кун курмарăм, упăшкана 38 çул чăтрăм. Ăна пачах юратмарăм. Ахăртнех: "Апла-тăк мĕншĕн пĕрлешнĕ?" - текен тупăнĕ. Хуравлатăп: мана вăрласа кайрĕç. Туйне те этем ретлĕ тумарĕç. Чухăнсен майĕ те пулман-тăр: сăмакунне çителĕклĕ юхтарманччĕ, калăм укçилĕх нухрат пухайманччĕ. Хĕр арчине вара савăнсах тиерĕç. Хуняма кахалччĕ, анчах эпĕ хĕвел çути тухичченех тăманшăн ятлаçатчĕ. Ывăлĕ те амăшне хунăччĕ, кил-тĕрĕшри пĕр ĕç тĕлне те пĕлместчĕ. Икĕ хĕр çуратрăм. Çакна кура хуняма та, мăшăрăм та тарăхса çỹрерĕç. "Ывăл та çуратса параймастăн!" - терĕ Иван пĕррехинче. Тỹссе тăраймарăм: "Мана вăрласа килмелле марччĕ, ывăл çуратса пама пултараканнине шырамаллаччĕ," - терĕм, питрен çапрĕ те урайне тĕшĕрĕлсе антăм. Темиçе сехет выртнă - пĕлместĕп, анчах мана пырса пăхакан пулман. Хĕр пĕрчи каçăхса йĕнипе тăна кĕтĕм, часрах тăрса апат çитертĕм. Çакăн хыççăн виçĕ кун иртсен чутах шалкăм çапатчĕ. Каçхине ĕне суса кĕтĕм те тĕпелте упăшкам, çап-çамрăк хĕрарăм тата хуняма саркаланнине куртăм. Кил хуçисем хăнана икĕ енчен тăрсах, ырă сăмахсем каласах сăйлатчĕç. "Ывăл çуратса пама пултараканнине илсе те килнĕ", - мĕлтлетрĕ шухăш пуçра. Мана сăмах чĕнекен çуккине кура урама ачасем патне тухрăм. "Анне, атте пирĕн валли çĕнĕ анне илсе килтĕм терĕ. Куртăн-и? Унăн сăмахĕсене мĕнле ăнланмалла?" - терĕ ниçта вырăн тупайман аслă хĕрĕм. Чĕнме аптăрарăм, ура вăйĕ юлмарĕ. Çавăн чухнех пепкесене çавăтса куç курман çĕре тухса каймалла пулнă. Çук вĕт, тỹснĕ. Ял халăхĕ калаçасран шуйттанран хăранă пек шикленнĕ. Халĕ пулсан шухăшласа та тăмăттăм. Унччен те пулмасть - упăшка сиксе тухрĕ. Пĕр сăмах хушмасăрах хулран ярса тытрĕ те картишĕнчи нỹхрепе антарса ячĕ, виткĕчне шаплаттарса хупрĕ, çиеле тырă пичкине кустарса хучĕ. Тĕттĕм çĕрте шăп пĕр талăк лартăм. Вилесрен те хăрамарăм, ачамсен шăпишĕн пăшăрхантăм: ама çури амăшĕпе мĕн курĕç-ши вĕсем? Тепĕр кунхине Иван мана нỹхрепрен хăех кăларчĕ - майра пĕр çĕр каçнă хыççăнах тухса тарнă-мĕн. Çав пулăм хыççăн мăшăрăмпа калаçмашкăн çăварăма уçас та килместчĕ, анчах хутшăнма тиветчĕ, унсăрăн хунямапа упăшка мăкăртатсах çỹретчĕç... Пурăна киле тепĕр виçĕ ывăл çуратрăм, çапах упăшкан хисепне кураймарăм. Пĕр чĕптĕм те килĕштермен-тĕк мĕншĕн вăрлама пынă-ши? Малтанах амăшĕ мана йытăлла вĕрнĕрен хыççăн каять пулĕ теттĕм, çук иккен. Ĕмĕрĕпех тарăхтарчĕ пулин те вилес умĕн хамăнах пăхмалла пулчĕ - кравать çинчен виçĕ çул тăраймарĕ вĕт. Çавăн чухне мана еплерех асаплантарни пирки шухăшларĕ-ши? Çук пулĕ. Чĕри тапма пăрахиччен те ỹкĕнсе каçару ыйтмарĕ, хăйĕнпе, усалран та усал арçынпа, пурăнма вăй-хăват тупнăшăн тав тумарĕ. Халĕ хĕрарăмсене упăшкине юраса пурăнманшăн, пăрахса кайнăшăн ятлаççĕ, эпĕ вара пачах хурламастăп. Кашни утăм йывăррăн пусăнать-тăк мĕншĕн чăтмалла?
Наçтаç аппа.