25 июня 2014 г.
Паян район хаçачĕн тĕпелĕнче хăнара - пултаруллă поэт, педагог, чăваш çыравçисен союзĕн членĕ Ольга Турхан (Пономарева). Ольга Родиславовна Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче 1969 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Тăван кĕтес пур çыншăн та питĕ хаклă, çавăнпа та литература каçалăкĕнчи ятне те вăл тăван ялпах çыхăнтарнă. Ольга Турхан çичĕ ачаллă çемьере ỹснĕ. Юрă тĕнчин алăкне ача чухнех уçнă, кунта ашшĕ-амăшĕн витĕмĕ те кỹнĕ. Ашшĕ купăспа илемлĕ вылянă, амăшĕ вара юрлама ăста пулнă. Ольга мĕн пĕчĕкренех тăван халăх чĕлхине, юрри-ташшине кăмăлланă, тăван тавралăха сăнама юратнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех чăваш поэчĕсен сăввисене юратса вуланă, тишкернĕ, вĕреннĕ, каярахпа вара хăй те çырма тытăннă. Сăвă çырас кăмăл çулран-çул аталанса пынă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсен вара хăйĕн ăсталăхне малалла туптанă. Паянхи куна унăн икĕ сăвă кĕнеки пичетленсе тухнă. Пĕрремĕшĕ "Юрату тертĕнчен пăрăнса иртеймерĕм" ятпа 2006 çулта кун çути курнă. Иккĕмĕшĕ "Шăпам, сана эп тав тăватăп" ятпа 2012 çулта пичетленсе тухнă. Ольга Турхан сăввисенче кулленхи пурнăç ỹкерчĕкĕ: атте-анне, тăванлăх, тăван ял, мăшăр, ача-пăча, çемье, юрату... Вĕсенче этемлĕхĕн пурнăç тытăмĕ. Чылай сăввине юрра хывнине те палăртмалла. Нумайăшне халăх пĕлет, юрлать. Кĕввисене вара мăшăрĕ, Николай Пономарев, çырать, хăех илемлетет. Ольга Родиславовна _ пултаруллă педагог та. Паянхи кун ачасене Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. 23 çул хушши ĕнтĕ вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлет. Хăйĕн ĕçĕн çимĕçне курса, вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса малалла ăнтăлса вăй хурать. Пуласлăхра вăл ачасем валли сăвă кĕнеки пичетлесе кăларма ĕмĕтленет. Хальхи вăхăтра вара "Телей çăлтăрĕ" ятлă автобиографиллĕ повесть хайлать. Паян вара унăн хăш-пĕр сăввисемпе паллаштаратпăр.
Шăпам, сана эп тав тăватăп
Тĕттĕм каç, çăлтăрсем, каçхи шăплăх -
Çут тĕнче путнă тарăн ыйха.
Уçă çил çеç кỹресшĕн хаваслăх,
Хăвалать ман çумран тунсăха.
Сĕртĕнет, çупăрлать çил ачашшăн
Тем каласшăн пек вăрттăн мана.
Тунсăха çурмаран, тен, пайласшăн,
Ăнланма, тен, ыйтасшăн хăвна?
Каçарсам, тĕттĕм каç эп пуласшăн
Санпа мар, уçă çил, каçарсам.
Эп хама, пурнăçа ăнланасшăн,
Эс мана шухăшпа хăварсам.
Ача чух савăнса йăл кулаттăм
Аннен çут сăнарне эп курсан.
Аттене юратса çупăрлаттăм
Ывăнса вăл ĕçрен таврăнсан.
Кашни ир шкулалла эп васкаттăм,
Ăс пухаттăм куллен тăрăшса.
Вĕренсе çын пулма эп шутлаттăм
Пуринчен ĕмĕте пытарса.
Савнă мăшăр çинчен ĕмĕтленнĕ
Шухăшра тĕрлесе ун сăнне.
Юрату тутине пĕлес тенĕ
Таса чун çуратса çĕр çине.
Каялла çаврăнса халь пăхатăп,
Шĕкĕлчетĕп эп хам пурнăçа.
Ĕмĕтсем пурнăçланнă - куратăп,
Йăнăш утăмсем юлчĕç хыçа.
Шăпана суйлама каламаççĕ,
Çуралсан хăй суйлать вăл сана.
Пурнăçа хурлама та хушмаççĕ,
Турă çырнă курма çак куна.
Тепĕр чух пĕр-пĕрне хакламастпăр,
Тăрăшмастпăр пачах ăнланма.
Çухатсан - куççульпех макăратпăр,
Тин чухлатпăр - пулмасть тавăрма.
Пурнăçран хакли çук - эп пĕлетĕп,
Сывлăха илме çук укçапа.
Ман кун-çулăм пĕтмен-ха, сисетĕп,
Ан кăшла, тунсăх, ман чунăма.
Савнă çыншăн, ачашăн та, хамшăн
Тав тăватăп, шăпам, эп сана.
Хăруш мар тĕттĕм каç халĕ маншăн,
Савнăçпа эп кĕтеп çĕн куна.