25 июня 2014 г.
Раççей сучĕсенче пĕр кунта кăна çĕр асăрхавĕ енĕпе 30 ытла ĕç пăхса тухаççĕ. Çакă сахал теме чĕлхе çаврăнмасть. Ытларах та пулĕччĕ. Анчах ĕçе суда çитериччен вăл е ку лаптăк тĕлĕшпе тулли информаци пухмалла: документсене кăна мар, çĕр пахалăхне палăртма лаборатори тĕпчевĕсем те ирттермелле. Хăш-пĕр чухне хуçине пĕлес тесе тивĕçлĕ органсене çырупа тухса хурав иличченех вăхăт самай иртет. Лабораторире те хăвăрт пулакан ĕç мар. Чăнах та ĕнтĕ, çĕрпе çыхăннă ыйтусен çивĕчлĕхĕ чакмасть. Хальхи вăхăтра Раççейре ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 20 миллион ытла гектар ахаль выртать. Çаксем тахçан акса-лартса тыр-пул, пахча çимĕç туса илнĕ çĕрсемех пулнă-ха, паян вара вĕсем патне "ал çитмест" е вĕсене урăх тĕллевпе усă кураççĕ. Специалистсем каланă тăрăх, çулсерен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен калăпăшĕ 3,2 млн гектар пĕчĕкленет. Россельхознадзор ĕçченĕсем çапла ăнлантараççĕ: паян "усă курман çĕрсем" терминпа темиçе çул çум курăк тата тĕм-йывăç айĕнче выртакан территорисем тĕлĕшпе усă кураççĕ. Кунашкал çĕрсем çинче нимĕн те туса илмеççĕ. Йăлари хытă каяшсем пăрахса тултарнă лаптăксем пирки те çаплах калаççĕ. Çак сăлтава пулах вĕсене пусă çаврăнăшĕнчен кăлараççĕ те. Çỹп-çап куписенчен ытла вĕсен айĕнчи пулăхлă тăпрана япăх витĕм кỹни хăрушлăх кăларса тăратать. Лаборатори тĕпчевĕсем çĕрсем йывăр металсен тăварĕсемпе сиенленнине çирĕплетеççĕ. Санкцилемен çакнашкал вырăнсем çунсан безапирен текен хими япали тăпрара пухăнма тытăнать. Вăл çыншăн хăрушă шутланать. Кунсăр пуçне, паллă ĕнтĕ, пыршăлăхшăн япăх бактерисене ĕрчеме лайăх условисем унта. Асăннă ведомство инспекторĕсем 2013 çулта Раççейре муниципалитет пĕрлешĕвĕсем çителĕксĕр ĕçленине пула пуçтарăннă 2,1 пин çỹп-çап купи тупса палăртнă. Ахаль çынсен "айăпĕпе" вара - 920. Пĕтĕмпе вара кирлĕ мар япала пăрахнă 3,8 пин вырăн куç тĕлне пулнă. Кунашкал йĕркесĕрлĕхшĕн 26 млн тенкĕлĕх штрафланă. Чăваш Енре вара инспекторсем 25 ял тăрăхĕнче пулнă май 25 çỹп-çап купи асăрханă, пĕтĕмпе - 37. Пулăхлă сие хырса илнипе те акма юрăхлă çĕрсемех пахалăхсăрланаççĕ. Пĕлтĕр Раççейре çак сăлтава пула 8 пин гектар шар курнă. Ыйту çивĕчлĕхне кура ку калаçу патне тепĕр хут та таврăнăпăр-ха. Акă, сăмахран, çут çанталăк пурлăхне кăларнă май чи малтанах çĕрĕн çиелти сийĕ сая каять. Ăна вырăна каялла тавăрасси пирки шутлакан сахал. Иртнĕ çул Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем санкцилемен 5 карьер тупса палăртнă, Раççейĕпе вара - 400, пĕтĕмĕшле сиенлĕх - 2 миллиард тенкĕ. Пуринчен ытла Воронеж, Калуга, Тверь, Ростов, Челябинск тата Мускав облаçĕсенче çавнашкал карьерсем тĕл пулнă. Çỹлерех çырса кăтартнă тĕслĕхсенче тăпрана çынсем пĕлсе тăрсах сиен кỹни палăрать. Анчах та хăш-пĕр чухне хими япалисемпе пĕлсе усă курманни нацин çак пуянлăхне начар витĕм кỹрет. Лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем 2013 çулта тăван çĕр-шывăмăрти 18 пин гектар пестицидсемпе, агрохимикатсемпе вараланнине çирĕплетнĕ. Çĕре пусă çаврăнăшĕнчен кăларакан сăлтавсенчен хăтăлса пĕтĕпĕр-и? Пĕлетĕп сирĕн хурава, килĕшетĕп унпа. Ытларах чухне çỹп-çап куписене çынсем пĕлтернине пула тупма май килни вăрттăнлăх мар. Кун хыççăнхи ĕçе те оперативлă тееймĕн. Айăплине, çĕре кỹнĕ сиенлĕх шайне пĕлме тата ытти пĕлтерĕшлĕ самантсене уçăмлатма вăрах вăхăт кирлĕ. Çапах çут çанталăкшăн тăрăшакансем шанăçа çухатмаççĕ. Çавăнпах спутник урлă санкцилемен çỹп-çап куписене тупса палăртакан программăпа кăсăкланма пуçланине палăртаççĕ. Ăна Кубань патшалăх университетĕнче шутласа кăларнă. Унпа нумаях пулмасть усă курма пуçланă пулин те, кăтартăвĕсем куç умĕнче - 10 пин купа тупнă та. Вĕсене пĕтериччен çĕннисене "ỹссе ларма" парас марччĕ.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.