25 июня 2014 г.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче граждансен уйрăм даннăйĕсене хỹтĕлес енĕпе саккун ыйтнине мĕнле пурнăçланине тĕрĕслес шутпа район прокуратури "Жилсервис" ТЯО-ра пулчĕ. Кунта "Уйрăм даннăйсем çинчен" 152 № федераллă саккун ыйтнине пурнăçламанни çиеле тухрĕ. Асăннă тулли мар яваплă общество пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче пулăшупа тивĕçтерет. Хăйĕн ĕç-хĕлĕнче вăл нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен уйрăм даннăйĕсемпе усă курать: харпăрлăхçăсен ячĕпе, ашшĕ ячĕпе тата хушамачĕпе, вĕсен адресĕпе, çурт-йĕр лаптăкĕпе... Çак уйрăм даннăйсемпе предприяти тăтăшах усă курать: реестрсем хатĕрлеççĕ, тỹлев хываççĕ, квитанци çырса параççĕ, даннăйсен электрон базине туса пыраççĕ. Çак пур ĕçсене те çỹлерех асăннă саккун йĕркелесе пырать, предприяти вара уйрăм даннăйсемпе ĕçлекен оператор шутланать. "Жилсервис" ТЯО-н субъектсем хăйсен даннăйĕсемпе ĕçлеме ирĕк пани çук. Кунсăр пуçне Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи управленине те уйрăм даннăйсемпе ĕçлесси пирки уведомлени яман. Çавăн пекех саккуна пăхăнмасăр тỹлев докуменчĕсене çыпăçтармасăр почта ешчĕкĕсене хурса хăвараççĕ. Çỹлерех асăннă çитменлĕхсем "Жилсервис" ТЯО директорне РФ КоАП-ĕн 13.11 статйипе килĕшỹллĕн административлă явап тыттарма хистерĕç, унăн 500 тенкĕлĕх штраф тỹлеме тивĕ. Çавăн пекех ертỹçĕне çитменлĕхсене пĕтерме представлени патăмăр. Кун евĕрлĕ çитменлĕхсемех "Исток" тулли мар яваплă обществăра та пур. Ку общество директорĕ те административлă явап тытĕ, ăна та çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăвартăмăр.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.