АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сипленме - чикĕ леш енне

25 июня 2014 г.

Июнĕн 2-мĕшĕнчен Раççей гражданĕсем, вырăнта медицина пулăшăвĕ илме май çук пулсан, ют çĕр-шыв клиникисенче бюджет шучĕпе сипленме пултараççĕ. Анчах та укçана патшалăх хыснинчен Раççей врачĕсем çынна сыватма пултараймасан кăна куçараççĕ - специалистсемпе меслетсем пулмасан. Асăннă чирсем шутне çуралнă чухнехи тĕрлĕ йышши çитменлĕхсем аталанни, ачасен трансплантацийĕ, çуралнă чухнехи иммунитет çитменлĕхĕсен йывăр формисем, генетика чирĕсен хăш-пĕр тĕсĕсем кĕреççĕ. Çавăн пекех патшалăх шучĕпе ют çĕр-шыв клиникине Раççей территорийĕнче сипленмелли технологи пулмасан та лекме пулать. Аса илтеретпĕр, çак вăхăтчен Юстици министерствинче контрактăн типла форми пирки хушу пулман, халĕ вара вăл ĕçлет. Ăна Сывлăх сыхлавĕн министерствин палăртма ирĕк пур. Контрактра пациентсене пулăшу памалли вăхăта та палăртнă - ăна çирĕплетнĕрен 30 кунран кая мар иртмелле. Контрактра диагностикăна, сиплев курсне, медицина технологийĕсене, эмел хатĕрĕсене, иммунобиологиллĕ препаратсене шута илнĕ. Ют çĕр-шыври сиплев учрежденийĕн счечĕ çине малтанлăха аванс куçать. Ыттине, пулăшу илнине кура,15 кун хушшинче куçараççĕ. Контрактăн хакĕ улшăнма пултарать. Ăна хушма килĕшỹре пăхса тухаççĕ. Пулăшусен хакĕ пĕчĕкленсен юлнă сумма Сывлăх сыхлавĕн министерствин счечĕ çине куçать. Ют çĕр-шыв клиникин тивĕçĕсем - пациентсене тата унăн представителĕсене медицина докуменчĕсемпе паллаштарасси, вĕсен копийĕсене парасси. Çавăн пекех вĕсен пациентсене сиплев епле пынине пĕлтерсех тăмалла. Паллах, пациент диагнозĕ, контракт сумми конфиденциаллă пулмалла. Контракта икĕ енĕн килĕшĕвĕпе е суд йышăнăвĕпе кăна татаççĕ. Контрактра пулăшăва пурнăçлакансен тата саккас паракансен тĕрлĕ "пĕчĕк çитменлĕхĕсене" те палăртаççĕ. Пациента сиен кỹрсен клиника хăйĕн çĕр-шыври саккунĕпе явап тытать.

А.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика