25 июня 2014 г.
"Агро-Инновацисем" хысна унитари предприятийĕ республикăри ял хуçалăх организацийĕсен кăтартăвне 9 çул пĕтĕмлетет. 2013 çулхи кăтартусем тăрăх çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Пĕрремĕш вырăнта - "Авангард" обществăн "Çĕрпỹ беконĕ" филиалĕ. Районсем тăрăх илсен кăтарту çапларах - малта Елчĕк, Комсомольски, Етĕрне, Шупашкар, Патăрьел, Вăрнар, Муркаш енсем (15-рен пуçласа 7 хуçалăх таранах). Пирĕн района илес пулсан, Альбина Новикова ертсе пыракан "Коминтерн" ЯХПК асăннă клубра 16-мĕш вырăн йышăнать, "Нива" ЯХПК (ертỹçи - Владимир Мурайкин) - 88-мĕш.
А.СЕМЕНОВА.