АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строительство комплексĕн ĕçне лайăх хакланă

25 июня 2014 г.

Июнĕн 20-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Михаил Меньпе тĕл пулнă, Чăваш Енĕн строительство комплексĕн пилĕк уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Палăртмалла, Чăваш Республики "Раççей çемйи валли çурт" патшалăх программине хутшăнать. Унпа килĕшỹллĕн 2017 çулччен республика территорийĕнче 210 пин тăваткал метр эконом класлă çурт çĕклĕç. Çавăн пекех тĕл пулура Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене кил-çуртпа тивĕçтересси, 2011-2017 çулсенче республикăра "Таса шыв" тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртесси пирки те сăмах пынă. Паянхи куна Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре пурăнакан 5751 ветерана пурăнмалли кил-çуртпа тивĕçтернĕ. Çак ĕç малалла пырать. "Таса шыв" программăна пурнăçа кĕртес тесе республикăна 2011-2013 çулсенче федераллă бюджетран 945,6 млн тенкĕ уйăрнă. 2012 çулхи октябрь уйăхĕнче Вăрнар поселокĕнче пурăнакан 10 пин çынна паха шывпа тивĕçтернĕ. Çак пархатарлă ĕçе Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенче малалла тăснă. Михаил Мень Чăваш Енĕн строительство комплексĕн ĕçне лайăх хакланă, асăннă отрасль çирĕплетнĕ индикаторсемпе кăтартăвĕсене çитернине палăртнă.

ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика