28 июня 2014 г.
Çакăн пек вăл, кăçалхи "Çамрăксен хулин" лидерĕ Калас сăмахăма пĕр халапран пуçлам-ха. Пĕррехинче пĕр каччă Турăран француз хĕрĕнчен хитререх, яппун хĕрĕнчен йăвашрах, испан хĕрĕнчен хĕрỹллĕрех, вырăс хĕрĕнчен савăнăçлăрах, чикан майринчен чеерех пике ыйтнă тет. Турă вара каччăна чăваш пикине парнеленĕ тет... Манăн вара тата çак хаклавсем çумне хушса чăваш пики пирки сăпайлăрах та пултаруллăрах тесе калас килет. Шăпах çакăн пек чăваш пикипе паллаштарасшăн эпĕ паян вулакансене. Штанашра çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче "шкул çулне çитменнисен ятарлă педагогикипе психологийĕ тата логопеди" специальноçпе диплом ("хĕрлĕ" тĕслинех пулĕ-ха!) илме хатĕрленекен Ольга Николаевна Яшмейкина чăннипех те пултаруллă та лара-тăра пĕлмен хĕр упраç. 2009 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Оля çỹлерех асăннă аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курсран пуçласах университетăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнма тытăннă. Факультетăн студентсен Конгресĕн тата студентсен канашĕн членĕ (виççĕмĕш курсранпа - председателĕ), факультетăн студентсен деканĕ... Наукăпа тĕпчев ĕçĕсене, университетăн Уçă алăксен кунĕсене, "Студентсен çуркуннине", Донорсен кунне активлă хутшăннă. 2012 тата 2013 çулсенче ытти студентсемпе пĕрле алла вылятса калаçни тата логопеди пулăшăвĕ парасси пирки ятарлă проектсем хатĕрлесе 10 пиншер тенкĕлĕх грант выляса илнĕ. Спортпа та туслă Штанаш пики - факультетăн волейболла тата баскетболла вылякансен пĕрлештернĕ командисем йышне кĕрет, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăнать. Студент вăхăтĕнче волонтерсен юхăмне хутшăнса республикăри ачасен çурчĕсенче тата шкул-интернатсенче пулнă Оля Яшмейкина. Курăмлă вĕренсе тата ĕçлесе пынăшăн икĕ хутчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ вăл, хальхи вăхăтра Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ ятран паракан стипендие илсе тăрать. Кăçал вара Оля "Çамрăксен хули" ("МолГород") форума хутшăнса лидер ятне çĕнсе илме пултарнă. - 2011 çултанпа эпĕ Шупашкар хулин Калинин районĕнчи Çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ шутланатăп, хальхи вăхăтра - асăннă комиссин председателĕ. Ятарлă программăпа вĕренсе тухрăм, семинара хутшăнтăм. Суйлав ĕçĕсемпех кăçал Мускавра Патшалăх Думинче те пулса курма тỹр килчĕ. Кăçал "Çамрăксен хулинче" "Суйлав" ĕçлĕ вăйă иртрĕ. Унта эпĕ хамăн "Эпир пĕрле" проекта тăратнăччĕ, мана форум лидерне суйларĕç, - хăй суйлав ĕçне мĕнлерех хутшăнни пирки çапла каласа парать Оля. Сăмах май, çамрăксем çулталăкĕпех кĕтекен форумра палăрса маттур хĕр "айпад-мини" смартфона та тивĕçнĕ. Шупашкар хулин çамрăкĕсен активĕн йышне кĕнĕ май Ольга Яшмейкина тĕрлĕ форумсемпе акцисене хутшăнса Ростов облаçĕнче (студентсен хăй тытăмлăхĕ енĕпе), Мускавра (коррупцие хирĕç), Санкт-Петербургра, Уфара, Екатеринбургра пулса курнă. - Тата ытти хуласенче те пулнă пулĕ, халĕ пĕтĕмпех астумастăп та ĕнтĕ, - тет Оля, шỹтлеме юратаканскер. - Пĕлтĕр Англире пулса курни яланлăхах асра юлчĕ. Студентсене ют çĕр-шыв культурипе паллаштармалли программăпа килĕшỹллĕн эпир Лондонра, Оксфорд тата Виндзор хулисенче пулса куртăмăр. - Мĕнлерех пек вара акăлчансен культури, килĕшрĕ-и? Пĕр паллă юрăри пек "Лондона пурăнма каятăп" теес килмерĕ-и? - Малтанхи кунсенче пĕтĕмпех тĕлĕнтерчĕ - таса, тирпейлĕ, культура шайĕ пысăк, пурте вашават... Кунта пурăнма та аван пек туйăнатчĕ. Анчах та кайран темĕн çитми пулчĕ - Раççей халăхĕн хĕрỹлĕхĕ-ши? Хамăр патрах лайăх. - Хальхи вăхăтра диплом илме хатĕрленнипе пĕрлех эсĕ ĕçлетĕн те, çапла-и? - Çапла. Хамăр университетăн воспитани енĕпе ĕçлекен пайĕнче социаллă педагогра тимлетĕп. - Ĕçленĕ, вĕреннĕ, тĕрлĕ форумсене хутшăннă май канма вăхăт юлать-и? Пĕлтĕр эсĕ студентсемпе пĕрле Хура тинĕс хĕррине кайса килнине пĕлетĕп-ха... - Юлташсемпе тĕл пулса калаçнă хушăрах канатпăр эпир. Тата тăван яла, аннепе 6-мĕш класа кайма хатĕрленекен шăллăм патне, килсен чунпа канатăп. (Шел те, Ольăн ашшĕ 10 çул каялла çĕре кĕнĕ. - Авт.). Тĕрĕссипе, çуллахи вăхăтра ялта ларса канма та вăхăт çук-ха ĕнтĕ, çывăх çынсене май пур таран пулăшма тăрăшатăп. - Сан пек хĕрỹỹ, пуçаруллă, лара-тăра пĕлмен çамрăкăн тумалли ĕçсем пайтах пулĕ-ха. Малашлăхра хăвна ăçта куратăн? - Ĕмĕтсем пур, паллах. Малашлăх пирки шухăшлатăп кăна-ха... Кунта манăн пĕр вăрттăнлăха уçса парас килет: çитес вăхăтра Ольăн юратнă çынни салтакран таврăнмалла. Ĕмĕтĕсем те унпах çыхăнни куç кĕрет. Çапларах вăл, маттур чăваш хĕрĕ - пур ĕçре те ĕлкĕрнипе пĕрлех чăтăмлăн кĕтме те пĕлет...
А.КАРПОВА.