28 июня 2014 г.
Кăçалхи февралĕн 21-мĕшĕнче Португалире "Мир чупăвĕ" пысăк проект старта тухнă. Халăхсем хушшинчи мирпе туслăха тата пĕр-пĕрне ăнланнине халалланă факел эстафетинче пĕр-пĕрне алăран алла çунакан факел параççĕ. Асăннă факелăн Европăн 49 çĕр-шывĕнче пулса курмалла, эстафета Раççей Федерацийĕн территорийĕ тăрăх 19500 километр иртмелле. Палăртмалла, июнĕн 23-мĕшĕнче çунакан факел пирĕн района та çитнĕ. Чупăва хутшăнма районти спортсменсем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем тата районти шкул ачисем Регина Алексеева, Лиза Ягодкина, Кристина Иванова, Владимир Магаськин, Евгения Герасимова тата "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕ Людмила Михуткина тухнă. Спортсменсем Çĕмĕрле район чиккинчен пуçласа Етĕрне районне çитиччен чупнă. Раççей турачĕн финишĕ августăн 8-мĕшĕнче Томск хулинче вĕçленмелле. Унтах тепĕр кунне Азиатпа Лăпкă океан турачĕ старта тухать. Чупакансен ушкăнĕ Раççейпе Монголи чиккине Буряти Республикин Кяхта хулине çул тытĕ. Унтан халăхсем хушшинчи эстафета Монголи, Китай, Япони, Кăнтăр Корея, Индонези, Австрали тăрăх иртĕ. Эстафетăна хутшăннă мĕн пур участник ырăлăхпа мир суннипе факел Çĕнĕ Зеландине çитĕ.
Н.МИДАКОВА.