28 июня 2014 г.
Район территорийĕнче июнĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса августăн 14-мĕшĕччен "Çул çитмен çамрăк" комплекслă профилактика операцийĕ иртет. "Çул çитмен çамрăк" операци виçĕ тапхăрпа пулĕ. Пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланчĕ те ĕнтĕ, вăл июнĕн 20-30-мĕшĕсенче иртет. Операци тĕллевĕсем: шалти ĕçсен органĕсенче учетра тăракан тата йĕркесĕр çемьесенче çитĕнекен çул çитмен çамрăксене ĕçе тата канăва явăçтарасси; йĕркесĕр çамрăксем пухăнакан вырăнсенче рейдсем йĕркелесси; çамрăксене экстремизма, проституцие, ыйтса çỹреме явăçтаракан тата услам тăвас шутпа вĕсемпе усă куракан çынсене, кунсăр пуçне наркотик хатĕрĕсемпе психотроплă япаласем сарнă фактсене тупса палăртас тĕллевпе çул çитменнисем пухăнма пултаракан вырăнсенче мероприятисем ирттересси; çапкаланчăк çул çитмен ачасене тупса палăртасси тата ытти те. Асăннă операцин иккĕмĕш тапхăрĕ июлĕн 14-24-мĕшĕсенче, виççĕмĕшĕ августăн 4-14-мĕшĕсенче пулĕç.
Н.КРАСНОВА, районти полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.