28 июня 2014 г.
Культура çулталăкне тата Республика кунне халалласа июнĕн 23-мĕшĕнче пирĕн района Санкт-Петербург хулинчен килсе çитнĕ фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Аякри артистсем Культурăпа кану центрĕ умĕнче кăтартнă концерта курма халăх йышлă пухăнчĕ. Тĕрленĕ илемлĕ кĕпесемпе çăпатасем тăхăннă "Горница" фольклор ушкăнĕ вырăссен ĕлĕкхи юррисемпе, вăййисемпе, такмакĕсемпе тухрĕ сцена çине. Палăртмалла, ушкăнра ачасем те пур - халăх йăли-йĕркине çамрăклах хăнăхса пыраççĕ вĕсем. Санкт-Петербург хулинчех Инçет Çурçĕрти халăхсен - чукчăсемпе эскимоссен - йăли-йĕркине сăнлакан "ЭНЭР" фольклор ушкăнĕ тимлет. Çак халăхсен ташши-юррипе, хăйне евĕрлĕ çи-пуçĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç артистсем. Çĕр-шывăн "культура тĕп хулинчен" килнĕ фольклор ушкăнĕсен пултарулăхĕ куракансен кăмăлне кайрĕ. Кăçал Хĕрлĕ Чутай районĕ республикăри культура территорийĕ пулнă май пирĕн тăрăха тĕрлĕ регионти, çĕр-шыври артистсем килни савăнтарать. Тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсем малашне те килсех тăрсан аван пулмалла.
А.КАРПОВА