АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухмĕ ăсату каçĕ…

28 июня 2014 г.

Асран тухмĕ ăсату каçĕ…

Июнĕн 25-мĕшĕнче районти 107 çамрăк вун пĕр çул хушши такăрлатнă шкул сукмакне, юлашки шăнкăрава, патшалăх экзаменĕсем вăхăтĕнчи ыйхăсăр, канăçсăр çĕрсене хыçала хăварса ăсату каçĕнче савăнчĕ. Каçхи тăхăр сехет тĕлне кашни класс унччен хăйĕн шкулĕнче е кафе-столовăйра пухăнса алла аттестатсем илнĕ тата вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне тав сăмахĕсем каланă хыççăн Культурăпа кану центрĕ умне пухăнчĕ. Савăнăçлă, пăлхануллă лару-тăрура шукăль тумланнă хĕр упраçпа яш кĕрĕме район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренỹ пайĕн начальникĕ Алексей Порфирьев, район прокурорĕ Валерий Шоркин, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим иерей саламларĕç, выпускниксене ăнăçупа телейлĕ çул сунчĕç. Ăнсăртран çумăр вăйлах çунăран уява малалла Культурăпа кану центрĕнче ирттерме тиврĕ. Ăсату каçĕнче çумăр çуни ырра кăна теççĕ, çавăнпа та çанталăкăн çак пулăмĕ никамăн кăмăлне те пăсмарĕ. Салам сăмахĕсем малалла илтĕнчĕç, юрă-кĕвĕ янăрарĕ, яшсемпе хĕрсем сыв пуллашу вальсĕнче çаврăнчĕç... Унтан шкулпа сыв пуллашакансем валли ташă каçĕ пулчĕ. Ир енне вара шурăм пуç çăлтăрĕ ĕнерхи ачасен умри пуласлăх çулне çутатрĕ... Кăçал районти 12 выпускник шкултан "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕренсе тухнине ĕнентерекен хĕрлĕ аттестата тивĕçрĕ. Аса илтеретпĕр, кăçалтан ылтăн е кĕмĕл медальсем парассине пăрахăçланă. Вĕренỹре пысăк çитĕнỹсемпе палăрнисем: Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Кристина Иванова, Арина Картмасова, Екатерина Мурайкина, Анастасия Сятрайкина, Мăн Этмен шкулĕнчи Анастасия Ельмова, Анастасия Ильина, Анна Мерзлайкина, Алена Ястребова, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Эльвира Андреева, Анастасия Смирнова, Атнар шкулĕнчи Наталья Никифорова, Питĕркасси шкулĕнчи Сергей Фадеев. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ ачисене лайăх воспитани панăшăн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕ.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика