02 июля 2014 г.
Çĕр пулăхлăхĕ чакни - çын Çĕр çинче хăварнă килпетсĕр йĕрĕсем тесен те йăнăш пулас çук. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксем пестицидсемпе, агрохимикатсемпе тата ытти хăрушă япаласемпе тĕрĕс мар усă курнине пула япăхланнине лабораторире тунă тĕпчевсем те çирĕплетеççĕ. Акă, сăмахран, пĕлтĕр Россельхознадзор специалисчĕсем Раççейре çак сăлтава пула 18 пин гектар шар курнине тĕпчесе пĕлнĕ. Хура çĕре кашни регионта тенĕ пекех сутаççĕ Япăх мар тыр-пул туса илме юрăхлă çĕрсен çиелти сийне хырса илни е вырăнтан куçарни - пулăхлăха пĕтерекен тепĕр сăлтав. Пĕлтĕр кунашкал 8 пин гектар тупса палăртнă. Çĕр айĕнчи усăллă япаласене кăларнă май паха сие перекетлеменни, чăнах та, сахал мар куç умне пулнине çирĕплетеççĕ инспекторсем. Лайăх тăпрана сутса тупăш тăвассипе çыхăннă ыйту пур регионта та тенĕ пекех çивĕч. Тĕрĕссипе, хура çĕрлĕ вырăнсем кăна мар çаралса юлаççĕ. Дача е коттедж валли пуянах мар çĕрсене те тиркесе тăмаççĕ. Кунашкал тĕслĕх, сутнипе танлаштарсан, питĕ нумай мар та, çулталăкĕпе аванах пухăнать. "Чăннипе, çак çухатусене саплаштарма май çукпа пĕрех. Пулăхлăха тавăрас процесс çав тери хуллен иртет. Ахальтен-им, паян анасен 45 проценчĕн гумус виçи пĕчĕк," - пĕлтереççĕ Россельхознадзорта. 2013 çулта Раççейре саккуна пăсса паха сие хырса унтан илсе тухнă лапамсен калăпăшĕ 60,3 гектара çитнĕ. Ку енпе саккуна пăснăшăн Россельхознадзор органĕсем Раççей ШĔМ-ĕн тата ФХС органĕсемпе пĕрле ахаль, юридици вăйĕнчи тата должноçри 150 çынна явап тыттарнă, 517,1 пин тенкĕлĕх штрафланă пулин те лару-тăру çивĕчлĕхĕ чакмасть-ха. Чăваш Енре те паха тăпра сая каять Çĕр - чăваш халăхĕшĕн наци пуянлăхĕ тетпĕр, çапла-и? Эппин мĕншĕн-ха вăл çынсен "тăрăшулăхĕнчен" тăкак тỹсет? Акă, сăмахран, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем пĕлтĕр 10 районти ял хуçалăх производствипе аппаланакан 285 гражданин ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ те 248 лаптăкпа саккуна пăсса усă курни çиеле тухнă. Çав шутра: пулăхлă тăпрана çынсем хăйсем тĕллĕн хырнă тата вырăнтан куçарнă - 6 лаптăк (0,51 гектар), паха тăпрана тĕп тунă - пĕр лаптăк (0,1337 гектар). Пĕтĕмпе вара республикипе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 6,7 гектар шар курнине тупса палăртнă. Ыйту çивĕчлĕхне район администрацийĕсем ăнланнине палăртас килет. Управление вĕсенчен килнĕ çырусенче çỹлерех асăннă тĕслĕхсем пирки çырса кăтартни тăтăшах тĕл пулать. Шупашкар, Çĕрпỹỹ, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Вăрнар, Улатăр, Муркаш районĕсенче паха сие перекетлеменнине палăртнă. Ытларах чухне çĕр айĕнчи пурлăха кăларнă чухне пулăхлă тăпрана вырăнтан тапратаççĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче пĕве тытма пуçланипе çыхăннă темиçе ĕç-пуçа тĕпчеме те тивнĕччĕ инспекторсен пĕлтĕр. Çул-йĕр тунă е юсанă чухне те лайăх çĕрсемех вакланнă. Çаксем пĕлменнипе пулса иртнĕ тĕслĕхсем тесе тем пекех шанас килет. Несĕлĕмĕрсем вăхăтĕнче хытă çеремсене çав тери асаплана-асаплана уçса кăпăшкалатнă. Эпир вара вĕсен ĕçне мĕнле хаклатпăр! Пире тăрантаракан Çĕр-аннемĕре çапла тав тумалла-ши пирĕн?
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.